Çỹп-çап ыйтăвĕ те айккинче юлмарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.07.2019 09:23 Просмотров: 300

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, Патăрьелĕнче вырнаçнă организаци-предприяти, учреждени, ытти харпăрлăх формиллĕ пĕрлешỹсен ертỹçисемпе йĕркеленĕ анлă ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ. Лару ырă пулăмран пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен центр директорне Анисия Воробьевăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ ятпа саламларĕ, малашне те çак ĕçре пысăк хавхаланупа тăрăшма ырă сунчĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 68-мĕш Акатуй-Сабантуй кĕрлесе иртсе кайни пĕр уйăх çитет пулин те, уявра асра юлнă ырă та ăшă самантсем манăçман-ха. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-_ финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова район халăхĕн пĕрлехи уявне пĕтĕмлетрĕ, Акатуй-Сабантуя йĕркелесе ирттерсе яма хутшăннă организаци-предприятисене, уйрăм хастарсене, коллективсене, йĕрке хуралĕн, васкавлă пулăшун тата ытти службăсене хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçланăшăн тав турĕ, тĕрлĕ номинаципе палăрнă коллективсене Тав хучĕсем пачĕ. Ытти нумай коллективпа юнашарах районти культура ĕçченĕсем (ертỹçи А. Петрова) уйрăм тава тивĕçрĕç. Кашни уява вĕсем тĕрлĕрен пуян содержаниллĕ программа хатĕрлеççĕ.

Канашлура хытă каяша пуçтарасси, çỹп-çап реформи мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни пирки те çивĕч калаçу пулчĕ. "МВК "Экоцентр" операторăн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен представителĕ В. Фролов кĕскен лару-тăрупа паллаштарнă информацинчен хальлĕхе Патăрьелсен пите хĕретмелли çеç темелле. Ку тĕлĕшпе пире çăмăллăхпа тивĕçтерсе тăнăшăн пухăнакан укçа-тенкĕ сумми халĕ те республикăра хыçалтан пăхсан иккĕмĕш çеç! Оператор çирĕплетнĕ тăрăх, иртнĕ уйăхринчен кăтарту 4 процент çеç ỹснĕ. Хытă каяша пуçтарса тирпейлемелли саккун вăя кĕнĕренпе çур çул иртрĕ пулин те çынсем çак ыйтăва тĕрлĕрен ăнланни тĕлĕнтерет. Туçа, Кзыл Чишма, Алманчă, Тутар Сăкăт, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенче çак ĕçе поселени пуçлăхĕсем халăхпа пĕр чĕлхе тупса (паллах, кăлтăксемсĕр мар ĕнтĕ, тепĕр чухне автомашина вăхăтра килейменни те пулкалать) ĕçлеме пултарнине ырламалла. Çав вăхăтрах Шăнкăртам, Ыхра Çырми ял тăрăхĕсем пирки çак сăмахсене калаймăн. Районти 19 ял тăрăхĕнчен 17-шĕнче майĕпен пулсан та çỹп-çап пуçтарас ĕçе йĕркелеме тăрăшни сисĕнет, анчах çỹлерех асăннă Шăнкăртампа Ыхра Çырми тăрăхĕсенче вара улшăну çук. "Кирек мĕнле ĕçе йĕркелесси те ял тăрăх пуçлăхĕсенчен килет. Юлашкинчен çак ыйтупа та пурпĕрех вĕсен явап тытма тивет", - терĕ Рудольф Васильевич ыйтăва çивĕчлетсе. "Экоцентр" операторĕн представителĕ ТБОшăн сĕмсĕррĕн тỹлевпе татăлманнисен ĕçне суда çитересси пирки каларĕ.

Юлашкинчен Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор Управленийĕн территори уйрăмĕн начальникĕ Оксана Токмакова вырăнсенче суту-илỹпе çыхăннă ĕçсенче, обществăлла апатланура техника регламенчĕн йĕркине çирĕп пăхăнасси, çакă пурте çынсен сывлăхĕпе çыхăннă пирки тухса калаçрĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4