Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.07.2019 09:25 Просмотров: 575

Каçалсем район юбилейĕнче савăннă

Хĕрÿ тапхăр _ çураки _ вĕçленнĕ хыççăн республикăра ĕçпе спорт уявне ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Каçалсем çĕр ĕçченĕн уявне тата район 80 çул тултарнине анлă паллă тунă. Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ытти сумлă хăна хутшăннă. Маларах вĕсем Комсомольски районĕнчи Урмаелти çĕнĕ садикпе, вăтам шкулти юсав ĕçĕсемпе паллашнă. 110 вырăнлёх ача садне кăçалхи авăн уйăхĕнче хута ямалла. Хăнасене Акатуйра районта пурăнакансем илемлĕ юрă-кĕвĕпе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Аслă лапамра алă ăстисен куравне йĕркеленĕ. Ташă-юрă ăстисем çынсен кăмăлне çĕкленĕ. Яш-кĕрĕм спорт ăмăртăвĕсенче вăй-халне тĕрĕсленĕ.  Сухаçăсем лашапа хăвăрт та тикĕс сухалассипе тупăшнă. Ача-пăча та тĕрлĕ конкурсра савăннă. Çуракине пĕтĕмлетнĕ май пултаруллă ĕçченсене, районăн хисеплĕ çыннисене  наградăсемпе чысланă. Çамрăк çемьесем, специалистсем пурăнмалли   условисене  лайăхлатмашкăн патшалăх пулăшăвне  сертификат  - тивĕçнĕ.

Цифра подстанцийĕпе паллаштарнă

Шупашкарти электроаппарат заводĕнче «Север» мобильлĕ цифра подстанцийĕн пĕрремĕш проекчĕн презентацийĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Çакнашкал проект Раççей Федерацийĕнче пĕрремĕш хут пурнăçа кĕрет, вăл — нефтьпе газ отраслĕ валли. Цифра подстанцине Çурçĕрти кăткăс климат условийĕсенче ĕçлемешкĕн ятарласа хатĕрленĕ. Заводăн генеральнăй директорĕ Роман Никулин çĕнĕ йышши подстанци уйрăмлăхĕсем пирки каласа кăтартнă. Унпа халех ĕçлеме юранине палăртнă.

Михаил Игнатьев çак проекта пурнăçа кĕртме хутшăннă специалистсене тав тунă. Подстанци йăлтах хамăр çĕршывра туса кăларнă япаласемпе детальсенчен тăнине палăртнă. Цифра технологийĕсене ĕçе кĕртни «Цифра экономики» наци проектне пурнăçламалли тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине аса илтернĕ.

Регистраторсем ĕçе пуçăннă

2020 çулхи юпа уйăхĕнче пирĕн çĕршывра Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртмелле. Çак пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприятие епле хатĕрленни çинчен РФ патшалăх статистикин службин Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Эльвира Максимова каласа панă.

Эльвира Геннадьевна пĕлтернĕ тăрăх — çырава хатĕрленес тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх комиссине туса хунă. Ăна ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин ертсе пырать. Ятарлă комиссисене кашни районпа хуларах йĕркеленĕ. Çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекен 34 уполномоченнăйпа 34 инструктор ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Вĕсем адрессемпе çынсен списокĕсене хатĕрлеççĕ. Çурла уйăхĕнче 452 регистратора ĕçе явăçтарма палăртнă. Вĕсем уйăрса панă территорире кашни çурта картографи материалĕсемпе усă курса тĕрĕслĕç. Çавăн пекех урамсене çутăпа тивĕçтернине сăнĕç, урам ячĕсемпе çурт номерĕсене тĕрĕслĕç.

Чăваш Ен команди — пĕрремĕш

Чăваш Ен команди «Гвардеец» лагерьтен таврăннă. Смена Чулхула облаçĕнче Кстово хулинче иртнĕ. Республика чысне Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусĕнче вĕренекенсем тата Патăрьел, Канаш, Муркаш районĕсен, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулисен пĕрлештернĕ команди хÿтĕленĕ. Чăваш Ен хастарĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă. Команда лагерьте 18 кун пурăннă. Çар çынни пулма хатĕрленнĕ: марш-бросоксене хутшăннă, çĕршыв историне вĕреннĕ. Хутшăнакансене пурне те «Юнарми» юхăма йышăннă, присяга тыттарнă. Ăна 2016 çулта Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6