Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.07.2019 09:36 Просмотров: 195

Июлĕн 3-мĕшĕ. Çак кун 1944 çулта "Багратион" операци вăхăтĕнче пирĕн танксем Минска пырса кĕнĕ. Совет Белоруссийĕн тĕп хулине тăшмансенчен хăтарнă. Çак кун Белорусси Республики Никама пăхăнманлăх кунне паллă тăвать.

Июлĕн 7-мĕшĕ. Çак кун 1770 çулта вырăс флочĕ Чесменск çапăçăвĕнче Турци флотне çапса арткатнă. Çĕнтерĕве халалласа II Кĕтерне патша медаль тума хушнă, унта пĕртен-пĕр сăмах - "Былъ" - пулнă. Вăл "Турци флочĕ пулнă, халь çук" тенине ăнлантарнă.

Июлĕн 10-мĕшĕ. Çак кун 1709 çулта вырăс çарĕ I Петĕр патша ертсе пынипе Полтава патĕнчи çапăçура шведсен çарне çĕнтернĕ. "Çак сехетре Тăван çĕршывăн шăпине татса паратпăр", - тенĕ I Петĕр çапăçу умĕн салтаксем умĕнче.

Июлĕн 12-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта Прохоровка патĕнче танксен çапăçăвĕ иртнĕ. Тытăçăва икĕ енĕпе 1200 танкпа хăй тĕллĕн çỹрекен хĕç-пăшал хутшăннă. Нимĕçсем 400 танкран 300-не çухатнă. Германи çарĕшĕн ку питĕ пысăк катастрофа шутланнă. Курск патĕнчи çапăçу татăклă улшăну кĕртнĕ.

Июлĕн 13-мĕшĕ. Çак кун 1944 çулта "Багратион" операци вăхăтĕнче Литван тĕп хулине Вильнюса фашистсенчен хăтарнă.

Июлĕн 15-мĕшĕ. Çак кун 1410 çулта вырăс çарĕсем тата унăн союзникĕсем - литовецсем, чехсемпе поляксем - Грюнвальд çапăçăвĕнче нимĕç рыцарĕсене çĕнтернĕ. Смоленск полкĕсем Тевтонский орденлă рыцарьсен тапăнăвне чăтса ирттерсе çапăçу вĕçленĕвне улăштарнă. Нимĕçсене тата вĕсен Европăри 22 çĕршыври союзникĕсене парăнтарнă, Орден унтан урăх вăй илеймен.

Июлĕн 18-мĕшĕ. Çак кун 1770 çулта Петр Румянцев ертсе пыракан вырăс çарĕ йышпа икĕ хут пысăкрах Турци çарне çапса аркатнă. Ларга юхан шывĕ (хальхи Молдавинче) хĕрринчи çĕнтерỹшĕн Румянцев çар начальникĕсенчен Çветтуй Георгин орденĕн пĕрремĕш степеньне тивĕçнĕ.

Июлĕн 23-мĕшĕ. Çак кун 1240 çулта Александр Ярославич ертсе пыракан вырăс çарĕ Нева шывĕ хĕрринче шведсене çапса аркатнă. Летопиçсемпе килĕшỹллĕн Александр хăй шведсен çар начальникне ярла Биргера амантнă: "хăйĕн çивĕч сăннипе пичĕ çине пичет лартнă". Александр княç Невский хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4