Уяв историйĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2019 20:57 Просмотров: 220

Владимир облаçĕнче вырнаçнă Муром хулинче пурăнакансем çакăнта канăç тупнă Петрпа Феврони çветтуйсен асăну кунне, июлĕн 8-мĕшне, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ тесе йышăнма сĕннĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем ăна ырланă. 2008 çултан пуçласа уява официаллă йĕркепе пĕтĕм Раççейре паллă тума пуçланă.

Муром княçĕн ывăлĕ Петр темиçе çул маларах, ашшĕ вырăнне лариччен, чĕртейми чирпе чирленĕ. Унăн чирне вăрман хурт-хăмăр ăстин Рязань çĕрĕнчи Ласково ялĕнчи хресчен хĕрĕ Феврония çеç сиплеме пултарнине Петр тĕлĕкре курса ăна шыраса тупнă. Тĕн шухăшлă, ырă кăмăллă, ăс-хакăллă хитре хĕре савса князь хăйне чĕртсенех качча илме тупа тунă. Феврония княçе çак чиртен сыватсан качча тухнă. Мăн кăмăллă бояринсем князь арăмĕ ятсăр çемьерен пулнăран кураймасăр мăшăра хăваласа ярсан хулара йĕркесĕрлĕх аталанса кайнă. Пушаннă престола хапсăнса вĕлерỹсем, хирĕçỹсем пуçланнă. Халăх ыйтнипе тивĕçлĕ ертỹçĕсем Мурома таврăннă. Петрпа Февроние ватлăх çитсе пынă май вĕсем Турăран пĕр кунта вилме тархасласа ыйтнă. Ырă кăмăллăхĕсемпе чапа тухнă сăваплă мăшăр 1228 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче пĕр кунта, пĕр сехетре вилнĕ. Хăйсен халалĕпе килĕшỹллĕн иккĕшне те пĕр тупăка хурса пытарнă.

В. ПЕТРОВ. Тăрăн ялĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6