Тỹскел ялĕ пирте пысăк туйăм вăратрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2019 21:06 Просмотров: 227

Ваттисен каларăшĕсем чăнах та ылтăн çỹпçере упрамалли пархатарлă шухăшсем. Хамран аслă çынсем анкартинче ỹсекен çĕр улми "çемйине" çĕнетес тесен кỹршĕсен вăрлăхĕпе улăштарни те усăллă, тухăç илме пулăшать тенине лайăх ас тăватăп. Ку чăнах та çапла. Паянхи пурнăçра та ыттисенчен ыррине, тивĕçлине вĕренес тесен нимĕнле ют çĕршыва, аякри ял-хулана кайса та çỹ- ремелле мар. Ун пек чухне те кỹршĕсенченех тĕслĕх илме пулнине эпир хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр.

Сăмахăм Елчĕк районĕнчи Тỹскел ялĕ, кунти вырăнти хăй тытăмлăх органĕпе, ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлекен пысăк чĕреллĕ (çаплах калас килет) староста тата унăн хастарлăхĕ пирки пырĕ. Çĕртме уйăхĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи старостăсен ушкăнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе Елчĕк тăрăхĕнчи çак ял аталанăвĕпе паллашма кайса килтĕмĕр. Ĕçлĕ çул çỹрев ăнăçлă та тухăçлă иртрĕ, кашни староста чĕринче пысăк туйăм вăратрĕ. Пирĕнпе пĕрлех Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та пулчĕ, пире вăл ăшă кăмăлтан кĕтсе илчĕ. Николай Петрович чăн малтанах район центрĕн инфратытăмĕпе, кунти паллă вырăнсемпе, ял хăтлăхне пуянлатмалли малашлăх плансемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл ялсем ĕç коллективĕсен пултарулăхĕпе, общественность, уйрăм хастарсен, вăл шутра старостăсен пуçарулăхĕпе аталаннине çирĕплетрĕ. Район ертỹçинчен çакна илтме чăнах та кăмăллă пулчĕ.

Елчĕкпе юнашарах вырнаçнă Тỹскел ялĕ уй хапхинченех килекене хапăл туни сисĕнет. Эрешлесе илемлетнĕ пысăк стела аякранах курăнать. Шалалла кĕрсен те ял çĕнелсе, аталанса пыни тỹрех сисĕнет. Хальхи вăхăтра 160 вырăнлă капăр культура çурчĕ Тỹскелсемшĕн чăн-чăн культура вучахĕ шутланать. "Шуçăм" ансамбль ял ĕçченĕсене çеç мар, таврара пурăнакансене те хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарсах тăрать. Аякрах мар ял илемĕ шутланакан чиркỹ-часовня, тăванăмăрсем канлĕх тупнă масар та çак лапамрах. Сăмах май каласан, масар таврашне хитре картапа тытса çаврăннă, пỹртĕнче çынсене юлашки çула ăсатма кирлĕ ĕç хатĕрĕсем çителĕклĕ, территори тирпейлĕ, çум курăк ашкăрмасть. Хальхи вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асра тытса лартнă палăк йĕри-тавра тирпей-илем ĕçĕсем пыраççĕ. Çỹп-çап тăкма уйăрнă ятарлă вырăн пур. Ял хăтлăхĕпе илемĕшĕн чăн малтанах хыпăнса çунаканĕ шăпах халăх суйланă общественник - Дмитрий Судаков староста. Турă ăна чăнах та çынна ырă тума пил панă-тăр. Вăйпитти арçын ял сăн-сăпатне улăштарас тесе вырăнти администраципе пĕрле республика программисене, вăл шутра пуçару бюджечĕпе çыхăннисене те явăçас тĕллевпе 10 çул канăçне çухатса тăрмашать. Тăрăшни харама кайман. Унччен маларах нимĕнпе те палăрман вырăн паян ялшăн культура центрĕ пулса тăнă тесен те ытлашши мар. Унăн пархатарлă ĕçне Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та пысăк хак пачĕ. "Пуçаруçăсене власть енчен яланах çул уçă. Тỹскелте граждансен пуçарăвĕпе, хастарлăхĕпе юлашки çулсенче нумай ырă ĕç турĕç. Ял çĕнелсе, капăрланса, хăтлăланса пырать. Кунта староста ял тăрăх пуçлăхĕн пĕрремĕш пулăшуçи пулни те савăнтарать. Вăл ваттипе ватăлла, çамрăкпа çамрăкла пулма пĕлни çак ĕçре питĕ пĕлтерĕшлĕ",- терĕ район ертỹçи халăхпа пĕр чĕлхе тупса тăрăшакан староста пирки. Сăмах май каласан, Дмитрий Судаков 2018 çулта "Чăваш Республикинчи чи лайăх староста" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Халăх вăйĕ Туçасемшĕн те пĕлтерĕшлĕ

Хамăн обществăлла тивĕçĕмпе эпĕ çак ялта иккĕмĕш хут пултăм. Пĕлтĕр çулла эпир район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипех пĕчĕк ушкăнпа Тỹскеле ял аталанăвĕн, халăх хутшăнса пурнăçлакан ĕçсемпе паллашма "разведкăна" кайнăччĕ. Чăн малтан ман чунра шăпах ун чухне пысăк туйăм вăранчĕ. Пирĕн ялта масар çинчи кивĕ çурт ку таранччен чылайăшне канăçсăрлантаратчĕ. Вăл хĕл кунĕсенче ăшша тытми те пулчĕ, çумăр каяс хăрушлăх та пурччĕ. Çакăнта кайса килнĕ хыççăн манăн та халăх пулăшăвĕпе, ял çыннисен хастарлăхĕпе сăваплă вырăнта хăтлă та капăр çурт лартас шухăш çуралчĕ. Çак ыйтупа чăн малтан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ- пе Константин Углевпа калаçса пĕр чĕлхе тупрăмăр, ял активĕпе ыйтăва сỹтсе яврăмăр... Çапла "пăр" тапранчĕ темелле. Ялта спорт залпа пĕрлех тепĕр пысăк программăна та халăхпа хутшăнса пуçăнтăмăр. Куç хăрать те алă тăвать теççĕ. Кăçал масар çине тăванăмăрсене асăнма килнĕ ентешĕмĕрсем (уйрăмах аякра пурăнакансем) чылайăшĕ çĕнĕ çурта кĕрсе вилнисен канлĕхĕшĕн çуртасем лартрĕç, çак ĕçре тỹпе хывнă ял çыннисене чĕререн тав турĕç. Халăх вăйĕ Туçара та пĕлтерĕшлĕ. Кирек мĕнле ĕçе йĕркелесен те 50 - 60 çын кар кăна хутшăнать. Нумай пулмасть çеç акă ял çыннисемпе хирти чикĕре вырнаçнă авалхи пусса тасатрăмăр. Чиркỹ настоятелĕ Николай атте ăна сăвапларĕ, çăла таса та тирпейлĕ тытма ырă сунчĕ.

Çакна та палăртса хăварас килет. Пирĕн ял тăрăхĕнче вырăнти влаçпа халăх хушшинчи çыхăну начар мар. Иртнĕ çул ял старостисен статусĕ ỹснĕ хыççăн ял поселенийĕн администрацийĕ обществăлла хастарсене тата ытларах пĕр чăмăра пуçтарчĕ. Вырăнти муниципалитетра халăх ырлăхĕшĕн ырă улшăну тăвас тесен шăпах пĕрлехи вăй кирлĕ тесе шутлатăп. "Кирек мĕнле ялта та çынсене канăçсăрлантаракан ыйту сахал мар. Пĕрлехи вăйпа вара кирек мĕнле проблемăна та татса пама пулать",-терĕ старостăсен вырăна тухса ирттернĕ мероприятине пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

А. САЛМИНА.Тури Туçа ялĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6