Патăрьел тата Пикшик ял тăрăхĕсем - конкурс çĕнтерỹçисем

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2019 21:11 Просмотров: 216

Çак кунсенче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе Пĕтĕм Раççейри "Чи лайăх муниципаллă практика" конкурсăн регионти этапне пĕтĕмлетнĕ. Унăн ĕçне министерствăсен представителĕсем, муниципаллă пĕрлĕхсенчен номинацисене хỹтĕлекенсем хутшăннă. Асăннă конкурсра пирĕн районти Па- тăрьел тата Пикшик ял тăрăхĕсем (ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Николай Ялуков тата Эмир Алимов) иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Патăрьелсем конкурса "Хула строительстви политики, халăха пурăнмалли лайăх условипе тивĕçтересси тата коммуналлă хуçалăха аталантарасси", Пикшиксем "Нацисем хушшинчи мирпе килĕшĕве çирĕплетесси, муниципаллă шайра наци политикин сферинче ытти мероприятисене пурнăçа кĕртесси" номинацисемпе хутшăнса конкурс призерĕсем пулнă.

Асăннă конкурса 2017 çултанпа ирттереççĕ.

Патăрьел ял тăрăхĕ Пĕтĕм Раççейри "Чи лайăх муниципаллă практика" конкурсăн регионти этапне 2017 -2018 çулсенче Патăрьелĕнчи Совет урамĕнче "Ку чухнехи хула хăтлăхне тăвасси" муниципаллă программăпа килĕшỹллĕн "Юбилейный" сквер проектне пурнăçа кĕртнине тăратнă, Пикшик ял тăрăхĕ "Эпир - пĕр тымар туратĕнчен" проекта хỹтĕленĕ.

(Хамăр корр.)

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6