Вутран та, шывран та асăрханмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 06.07.2019 19:04 Просмотров: 115

ВАТĂСЕМ вутран шыв пек, шывран вут пек хăрама хушнă. Мĕншĕн тесен вĕсем иккĕшĕ те икĕ тĕрлĕ инкек. Райоти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх ку таранччен районта 30 хутчен пушар пулнă. Шел пулин те, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе анлаштарсан 11 пушар ытларах. Юлашкинчен "01" служба сотрудникĕсем Первомайскинчи пĕр хуçалăхра сарайĕнчен хыпса илнĕ вута парăнтарнă.

Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан кăçалхи çур çулта Патăрьелĕнче 6, Тăрăн, Шăнкăртам, Нăрваш Шăхаль, Çĕньял ял тăрăхĕсенче виçшер хутчен вут-çулăмпа куçа-куçăн кĕрешме тивнĕ. Çу кунĕсем малалла иртсе пынă май, пушар инкек кăтартасран пурин те çирĕп асăрханмалла. Çав вăхăтрах шыва кĕме каякансен те хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла, шăпăрлансемпе ачасене хăйсем тĕллĕн кỹлĕ хĕррине ямалла мар. Ку тĕлĕшпе республикăра синкерлĕ тĕслĕхсем те пулма ĕлкĕрчĕç, çулла пуçланнăранпа 8 çын шывра путса вилчĕç.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4