Тивĕçлисем компенсаци илме пултараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2019 09:50 Просмотров: 101

ЧĂВАШ Ен аналоглă телекуравран цифрăлли çине куçни икĕ уйăх ытла ĕнтĕ. Пирĕн районта пурăнакансем те чылайăшĕ апрелĕн 15-мĕшĕнчентенпех тỹлевсĕр 20 каналпа усă кураççĕ.

Цифра телевиденийĕпе çыхăннă "реформăшăн" уйрăм ушкăнти граждансене (Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, пĕччен пурăнакан граждансене, сахал тупăшлă çемьесене) туяннă оборудованин тăкакне саплаштарма компенсаци тỹлесси пирки те районта тухса тăракан "Авангард" хаçат пĕрре мар çырнăччĕ. Çĕнĕлĕхпе çыхăннă çăмăллăха пурнăçа кĕртесси пурнăçланса пырать. Районти халăха социаллă пулăшу паракан пайран пĕлтернĕ тăрăх, çичĕ çынна тивĕçлĕ хутсене тăратнă хыççăн пĕр хутчен паракан компенсацие (1750 тенкĕрен кая мар) тỹлеме ĕлкĕрнĕ. Çакна та асăрхаттарса хăвармалла: çак ыйтăва татса парас тесен граждансен 2019 çулхи августăн 1-мĕшĕччен социаллă хỹтлĕх пайне заявленипе тухмалла, кирлĕ документсене тăратмалла.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4