Асра юлмалли уяв

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2019 10:28 Просмотров: 197

Патăрьелĕнче Раççей çамрăкĕсен кунне халалласа Юхма ен яш-кĕрĕмĕн фестивалĕ иртнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов унта хутшăннă май район пурнăçне хастар явăçакан, вĕренỹре, спортра, искусствăра палăрса фестивальсенче, конкурссенче çитĕнỹсем тăвакан талантлă яш-кĕрĕмпе хăпартланнине палăртнă. Шăпах çавсем ĕнтĕ малашлăхра тăван ене аталантарассине хăйсем çине илессине, аслă ăру шăпишĕн яваплă пулассине палăртнă муниципалитет ертỹçи.

Йăлана кĕнĕ уявра харсăр çамрăксене чысланă. Официаллă пайра Рудольф Васильевич регион аталанăвĕн "МолГород-2019" Çамрăксен форумĕн çĕнтерỹçисене Тав çырăвĕсем панă. Вĕсем çакна конкурссенче, спорт мероприятийĕсенче, турнирсенче хастарлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ. Форум кăтартăвĕсемпе пирĕн район команди пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унта хутшăннисем çавăн пекех асăнмалăх парнесене, сертификатсене, дипломсене тивĕçнĕ.

Кăçал 239 ача шкулпа сыв пулашнă. 11 çул вĕсем тăрăшса вĕреннĕ, патшалăх экзаменĕсене лайăх тытнă, алла аттестат илнĕ. 36-шĕ вара "Вĕренỹри çитĕнỹсемшĕн" медале тивĕçнĕ, хăйсен пурнăçĕнчи пĕрремĕш сумлă награда çакă.

Республикăри "Орленок" тата "Зарница" çамрăк армеецсен вăййисенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди "Орленок" (наставникĕ Ю. Васюткин) тупăшура пĕрремĕш вырăн тухнăччĕ. "Зарницниксем" (А. Владимиров) призерсен йышне кĕнĕччĕ. Вĕсене те сумлă лару-тăрура чысланă.

Уявăн пысăк парни "Open - air SUMMER" диск-программи пулнă.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6