Ăста педагог

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2019 10:30 Просмотров: 209

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекен О. Петрова чунне парса ĕçлени алăк урати урлă каçсанах палăрать. Вĕрентỹ стенчĕсене, урокра куллен усă курмалли методика хатĕрĕсене - пурне те килĕшỹллĕн вырнаçтарнă.

О. Петрова 27 çул тăрăшать çак ĕçре. Вăл вĕрентнĕ ачасем алла илнĕ профессисемпе чылайăшĕ пурнăçăн анлă çулĕпе çирĕппĕн утаççĕ. Нумайăшĕ хăйсене пĕлỹ панă пĕрремĕш вĕрентекенĕ патне ачисене ярать.

Ольга Петровна ĕçре патшалăхăн федераллă вĕрентỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн тĕрлĕ технологипе вырăнлă усă курать. Хальхи вăхăтра темăна ăнлантарса пани çеç çителĕксĕр. Ачасене информаци тупма, кирек хăш лару-тăруран та тухма вĕрентни вырăнлă.

Учитель ирттерекен уроксем вĕренекенсемшĕн интереслĕ те. Кунта ушкăнпа тата харпăр-хăй тĕллĕн ĕçлесси те тĕп вырăнта тăрать. Кашни ача хăйĕн пултарулăхне кăтартма, шухăшне уçса пама пултарни çав тери пĕлтерĕшлĕ.

Темиçе çул ĕнтĕ О. Петрова районта иртекен учительсен фестивальне хутшăнать. Унта кăтартуллă уроксем ирттерсе малти вырăнсене йышăнать.

Ĕçне кура çитĕнĕвĕ те пур. Ачасем дистанци мелĕпе иртекен тĕрлĕ олимпиадăпа конкурса хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çитĕнекен ăрăва пĕчĕкренех кĕнеке тусĕсем пулма вĕрентмелле тесе шутлать учитель. Унăн вĕренекенĕсем - библиотекăн хастар вулавçисем. Çавăнпа ачасен вулас хăвăртлăхĕ те пысăк.

- Вулав конференцийĕсем, юмах каçĕсем ирттерни те кĕнекепе туслашма пулăшать,-палăртать вĕрентекен.

О. Петрова пултаруллă класс ертỹçи те. Ачасене вăл мĕн пĕчĕкренех çут çанталăка юратма, аслисене хисеплеме, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха упрама хăнăхтарать. Класс районти библиотекăпа, "Çăкăр" музейĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлет. "Çамрăк талантсем" кружока çỹрекенсем хăйсен пултарулăхне шкул, район, республика сцени çинче те кăтартаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Педагог хăй те конкурссене хутшăнать. "Мăнкун савăнăçĕ" уявра ачасемпе вĕрентекен ташă композицийĕ кăтартрĕ, диплома тивĕçрĕç.

Обществăлла ĕçсенче те хастар. Вырăнти профкома ертсе пырать.

С. УРУКОВА, районти пуçламăш классен методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6