Хумханать хирте тырă, пулĕ малашлăх ырă

Категория: Публикации Опубликовано: 15.07.2019 10:49 Просмотров: 136

- Кун сиктерсе хире каятăп. Улшăнусене курас тесе хăш-пĕр чухне 4-5 кун аран-аран чăтса тăратăп: чун уяллах туртать. Калчасем шăтса тухнине, вăхăт иртнĕçем пучахсем тулнине, çил хумĕпе вĕсем тинĕс пек хумханнине пăхса савăнатăп. Малалла ĕçлес те ĕçлес хавхалану çуралать, - терĕ Сăкăтра çуралса ỹснĕ, халĕ Патăрьелĕнче тĕпленнĕ О. Лаврентьев предприниматель хирĕсемпе паллаштарса çỹренĕ май. Хĕпĕртемелĕх вара чăннипех те пур: анасем тап-таса, çум курăк шыраса тупма та йывăртарах. Тырă пучаххисем тем вăрăмăш! Олег Александрович ятарласа виçсе пăхрĕ - 8-11 сантиметр. Кун пек хирте утса çỹреме те кăмăллă, куç та таврана ытараймасăр пăхать. Çакăн пек кăтартусем пĕр кун тăрăшнипе çеç пулманни, çĕрпе тухăçлă усă курас тата кĕлетсем кĕркунне тулли пулччĕр тесе вăй хуни куç кĕретех.

Пулăхлă тăпрара тухăçĕ те аван

О. Лаврентьева районта пурăнакансем предприниматель пек ытларах пĕлеççĕ. Вăл Патăрьелĕнчи "СтройДом" суту-илỹ çуртăн хуçи. 2016 çултанпа Олег Александрович çĕрпе те ĕçлет.

- Ялта çуралса ỹснĕ çынна çĕр хăй патне туртатех. Вăй хума пикенсен вара унăн ытамне ытларах та ытларах кĕрсе пыратăн. Фермер хуçалăхĕ йĕркелени ман пурнăçа урăх сĕм кĕртрĕ, тĕнче çине те урăхла пăхма пуçларăм, - тет О. Лаврентьев кăмăллăн. Унăн сăмахĕнче çăмăл мар лава кỹлĕннĕшĕн пĕр чĕптĕм ỹкĕнỹ те çук, вăл фермер хуçалăхĕ пирки хавхаланса каласа пачĕ.

Малтанхи утăмсене тунă чухне хуçалăхăн 50 гектар пулнă, паян вара 5 хут пысăкрах - 250 гектар. Унта йăлтах тыр-пул çитĕнтереççĕ. Пур ĕçе те вĕçне çитериччен тата тĕплĕ тума хăнăхнă предприниматель çĕртен кулнине юратмасть, çавна май хăй кашни лаптăкпа перекетлĕ усă курма тăрăшать. Пахалăхлă вăрлăхсем çеç акать. Пĕрремĕш çулхине "Батыревский" пĕрлешỹрен туяннă пĕрчĕллĕ культурăсен "амăшне" никĕсе хывнă. Сăмах май, Патăрьелсем начаррисемпе ĕçлеменнине нумайăшĕ аван пĕлет. Кунта вăрлăхсене çуллен çĕнетсе тăраççĕ. О. Лаврентьев малашлăха пăхса кăçал Мускав облаçĕнчи "Немчиновка" наукăпа тĕпчев институтĕнчен урпан сăра тумалли "Владимир" суперэлита сортне 40 тонна илсе килнĕ. Республикăра сăра завочĕ пуррине шута илсе ăна туяннă. Анчах усă курма юрăхлă пултăр тесен вăрлăха тăпрана хывни çеç çителĕксĕр. Пахалăхлă пултăр тесе Кострома облаçĕнчи Буйскинчи химзаводран турттарса килнĕ ятарлă минераллă удобренисемпе икĕ хутчен калчана çулçă урлă апатлантарнă. Вăй хуни сая кайман. Вăрăм пучахсем çĕр сĕткенĕпе тулса пыраççĕ. Вĕсене çитĕн-ме нỹрĕ те çителĕклĕ.

Урпа çеç мар, упранса юлнă кĕрхи те савăнтарать фермер хуçалăхĕнче. Иртнĕ çул ăна 115 гектар акса хăварнă, анчах çуркунне 50 гектарне пăсса "Батыревский" пĕрлешỹрен илнĕ çурхи тулăпа çĕнетме тивнĕ. Хĕл лайăх каçнисем хĕвел ăшшипе аванах çитĕннĕ. Вăхăт иртнĕçем фермер хуçаблăхĕнчи "Дон" тата "Енисей" комбайнсем вĕсене пухма тухĕç. Сăмах май, хуçалăхра техника çителĕклĕ. Икĕ "Беларуь" трактор тата кăкарса çỹремелли агрегатсем çĕнĕ. Вĕсене усă курман чухне хранилищĕре упраççĕ. Акапа вырмана çанталăк лайăх чухне 12-15 кунтан ытла тăсмаççĕ.

Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен

- Фермер хуçалăхĕн начар ĕçлеме юрамасть. Юнашарах районта малта пыракан "Красное Знамя" тата "Батыревский" хуçалăхсем. Вĕсен хирĕсем таса, çулсерен пысăк тухăç илеççĕ. Пирĕн те кая юлмалла мар, çакна тĕпе хуратпăр. Пĕлтĕр пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 34 центнер тухрĕ. Вырăн-вырăнпа 50 центнера та çитнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Кăçал тата ытларах илме тĕллев лартнă. Палăртнине пурнăçлас тесен çум курăка хирĕç те кĕрешмелле. Вĕсем те нумай тăкак кỹреççĕ. Çакна хамăрăн опытсем çирĕплетеççĕ. Анасенче юлашки çулсенче вир курăкĕсем ĕрчеме пуçларĕç, вĕсене пĕтерессишĕн ятарлă гербицид сапрăмăр. Пĕтĕмĕшле илсен минераллă удобренисем, çум курăкран хими препарачĕсем хывнине шута илсен пĕр гектар пуçне 1200-1300 тенкĕ тăкакларăмăр. Кăçал вăрлăхпа ĕçлекен хуçалăхсен шутне кĕме тĕллев тытрăмăр, халь шăпах çавна валли документсем хатĕр-летĕп. Çывăх вăхăтрах Мускаври наукăпа тĕпчев институтне çитсе килсе тыр-пул вăрлăхне туянма килĕшỹ тăвасшăн, - терĕ калаçăва малалла тăсса О. Лаврентьев.

- Олег Александрович, сирĕн професси çĕр ĕçĕпе пачах та çыхăнман. Ятарлă пĕлỹсĕр вăй хума йывăр мар-и?

- Эпĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, экономист-бухгалтер дипломне алла илнĕ. Паянхи кун наянланмалла мар тата канаш ыйтма вăтанмалла мар тесе калас килет ман. Хамăн икĕ ывăла та çакнах çирĕплететĕп. Районта чылай çул ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсен агрономĕсемпе çыхăну тытатăп. Вĕсем хаваспах пулăшаççĕ. Çавăн пекех Интернет пурри те пысăк пулăшу. Пушă вăхăтра час-часах хама кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене шыратăп. Тĕрлĕ форум урлă çĕр ĕçĕпе тăрăшакан çынсемпе хутшăнатăп. Ытти çĕршывсен опычĕпе те паллашатăп. Акă, виçĕмçул Израильте пулса куртăм. Унта çумăр питĕ сахал çăвать, анчах халăх хăйăр çинче çулталăкне 2-3 хутчен тухăç çитĕнтерет. Вĕсем акнă-лартнă культурăсене шăвараççĕ. Шывпа питĕ перекетлĕ усă кураççĕ. Пирĕн тăрăхра та кỹлĕсем, çырмасем типсе пыраççĕ, çавна пула та нỹр сахалрах ỹкет пуль ĕнтĕ. Ют çĕршывра пулса курнă хыççăн манăн тăван ялти çырма-çатрана тасатса тирпейлес шухăш та çуралчĕ. Ирĕк парсан ĕнтĕ, паллах. Кỹлĕсем тулли пулни пушар хăрушсăрлăхĕпе те çыхăннă, çывăхри хирте çитĕнекен культурăна сапса пысăкрах тухăç туса илме те май пур, - пĕлтерчĕ О. Лаврентьев.

Тăванлăхра, туслăхра - вăй

Пĕччен сурнипе кỹлĕ нихăçан та пулмасть, çĕрпе те пĕччен ĕçлесе тухăç илесси пирки шухăшламалли те çук. О. Лаврентьевăн тылĕ чăннипех те çирĕп. Пĕр тăванĕсем - Сергей тетĕшпе Юрий шăллĕ - акара та, вырмара та тракторсен е комбайнсен рулĕ умне лараççĕ. Çавна май фермер хуçалăхĕнче кадрсем çитменнипе нушаланмаççĕ. Çын ытларах кирлĕ чухне вăхăтлăх килĕшỹпе вăй хума илеççĕ. Олег Александровичăн Николай ывăлĕ те ашшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕсенчен пĕри. Кăçал экономист-бухгалтера вĕренсе пĕтернине çирĕплетекен документа илнĕ каччăра ашшĕ хăйĕн ĕçне малалла тăсаканне курать. Асли - Александр - юрист. Вăл салтак тивĕçне Президент полкĕнче пурнăçланă, халĕ Етĕрнере прокурор пулăшуçинче тăрăшать.

- Пире аттепе анне ачаллах ĕçе хăнăхтарнă. Колхозра та вăй хунă, килте те кашнийĕн хăйĕн тивĕçĕ пулнă. Ỹркенмен. Хăть мĕн ĕçлеме хушсан та хирĕçлесе тăман. Çывăх çыннăмсене тивĕçлĕ воспитани панăшăн, çĕре юратма вĕрентнĕшĕн тав сăмахĕ çеç калас килет. Эпир вĕсем тăрăшнипе ура çинче çирĕп тăратпăр. Манăн çитĕнỹсенче мăшăрăн тивлечĕ те пысăк. Вăл паракан канашсем, çур сăмахранах ăнланни тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.

Хамăрăн ачасене те ĕçе хăнăхтарма тăрăшрăмăр. Коля ялта пурăнас, мана пулăшас ĕмĕт тытнине пĕлсен савăнтăм. Эппин, ман ĕçе малалла тăсакан пур, - тет хавхаланса О. Лаврентьев.

- Эпĕ ялта вăй хумалли вырăн çук тенине хирĕçлетĕп. Пурнăç нихăçан та çăмăл пулман, чылай япала хамăртан килет. Ĕçлес шухăшлă çын икĕ аллине усса нихăçан та лармасть.

Паян ял хуçалăх продукцийĕсен хакĕ пĕчĕкки, туса илнĕ тухăçа вырнаçтарма йывăрри пирки нумайăшĕ пăшăрханса калаçать. О. Лаврентьевăн ку ыйтупа та пуçа ватмалли çук. Пахалăхлă тыр-пула пысăк хакпа туянаççĕ. Ара, кондицие ларман, выльăх хырăмне çеç юрăхлине пит хапсăнакан çук ĕнтĕ. Вĕтĕ, чирлĕ çĕр улмине те камăн шуратас килтĕр. Кунта та çаплах. Фермер хуçалăхĕ вăрлăхпа ĕçлекеннисен шутне кĕрсен тупăш илесси тата та ỹсет. Вĕсен ретне тăрассишĕн О. Лаврентьев ырми-канми тăрăшать, технологие пăхăнса ĕçлет.

- Малашне тыр-пулпа кăна мар, пахча çимĕç туса илессипе те вăй хума палăртатпăр. Çавăн пекех çĕр лаптăкне те ỹс- термелле. Техника хăвачĕ 500 гектара валли çитет. Аталанмалла, пĕр вырăнта тапăртатса тăмалла мар, - тесе вĕçлерĕ калаçăва О. Лаврентьев.

Хаçат вулакансене çакна та пĕлтерес килет. Олег Александрович Лаврентьев "Авангард" хаçат редакцийĕ йĕркелекен "Çулталăк çынни - 2016" конкурсра чи нумай сасă пухса çĕнтернĕччĕ.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1