Витесене юсама вăхăт

Категория: Публикации Опубликовано: 15.07.2019 10:51 Просмотров: 131

Выльăх-чĕрлĕх кĕтĕве тухнă май фермăсене те юсама вăхăт. Стенасене, урайне, картишне тасатмалла, дезинфекцилемелле.

Дезинфекцие çу каçиччен икĕ хут туса ирттермелле: выльăхсене кĕтĕве кăларнă хыççăн тата кĕрес умĕн. Кайран шал тата тулаш енчен акшар чулĕпе (известьпе) шуратмалла, шалти стенасене вăхăтран-вăхăта çĕнетсех тăмалла.

Дезинфекцие çирĕплетнĕ инструкци правилипе тумалла. Профилактикăлла дезинфекци тунă чухне дезрастворăн хутăшĕ 2-2,5 процентран, шĕвек температури 80-85 градус ăшăран кая пулмалла мар. Пĕр литрпа пĕр тăваткал метр сапмалла. Ĕнесем пăрулакан, сыснасем çăвăрлакан уйрăмсене дезинфекцие чир-чĕр пĕтернĕ чухнехи пекех тусан усси пулать. Дезинфекци пахалăхне ветеринари лабораторийĕнче тĕрĕслеççĕ, начар пулсан çĕнĕрен тутарттараççĕ. Чир-чĕре, уйрăмах сикекеннисене, профилактикăлла ĕçсене тусан çеç ирттерсе яма пулнине яланах асра тытмалла. Дезинфекци ирттерме укçа хĕрхенсен тата та ытларах тăкак курма пулать. Пĕр-пĕр чир ерсен, çын сывлăхĕшĕн те хăрушлăх кăларсан хуçалăха карантина хупаççĕ. Темиçе хут та дезинфекци тума, эмелсемпе вакцинăсем туянма тивет, хуçалăх экономики йывăрлăха кĕрсе ỹкет, ертỹçĕсене саккунпа айăплама пултараççĕ. Ветеринарипе санитари йĕркисене "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя", "Труд", "Звезда" хуçалăхсенче, Р. Санзяпов, А. Лялькин фермер хуçалăхĕсенче пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ. Р. АЗИЗОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ветеринарипе санитари ĕçĕсене йĕркелесе пыракан врачĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1