"Уяв" туслăх кĕперне тата ытларах çирĕплетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.07.2019 17:32 Просмотров: 147

 ТУТАР Республикинчи Аксубай районĕпе Юхма Ен тăрăхĕ туслă çыхăну тытма пуçланăранпах культура ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе пĕр-пĕрин халăхне савăнтараççĕ. Çак кунсенче çеç пирĕн районти "Чемен" (ертỹçи А. Гаврилов) тата "Пашьел" (ертỹçи Е. Иванова) халăх фольклор ансамблĕсем район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ П. Логунова ертсе пынипе çак районта йĕркеленĕ Раççейри пĕтĕм чăвашсен культурин "Уяв" праçникне хутшăннă. Яланхи пекех пирĕн артистсем хăнасен пултарулăхне пăхса киленнĕ, сцена çинчи хăйсен пултарулăхĕпе те савăнтарнă, уйрăм хастарсем тĕрлĕрен конкурса та хутшăннă. Купăсçăсен "Кала, хут купăс" фестивалĕнче "Чемен" ансамбль ертỹçи Анатолий Гавриловпа "Пашьел" ансамбль аккомпаниаторĕ Зот Степанов, "Янра, такмакăм" тупăшура Патăрьелĕнчи Нина тата Зот Степановсем, "Чăваш тумлă пукане" конкурсра Пăлапуç Пашьелĕнчи Надежда Герасимова, чăваш сăрин техĕмне кăтартакан ăмăртура Мария Вахмистровăпа ("Чемен") Любовь Матвеева ("Пашьел), наци апат-çимĕçĕпе "Пашьел" ансамбль хастар хутшăнса палăрнă. Яланхиллех вĕсем инçе çултан пушăлла килмен. Дипломсемпе парнесем ансамбльсене малашне те хавхаланса ĕçлеме вăй-хăват кỹрĕç.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5