Айдак орденĕ çумне - халăх академикĕн знакĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.07.2019 17:34 Просмотров: 153

ЧĂВАШ Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕн, хисеплĕ краеведăн, "Авангард" хаçатăн çывăх тусĕн, Туçара пурăнакан Валерий Салминăн çемье архивĕ ыттисеннинчен самай аслă та пуян. Çурт çумĕнче йĕркеленĕ музейĕнче унăн пурнăçĕпе кун-çулĕ, творчествăри пултарулăхне çутатакан питĕ нумай шедевр упранать. Автор ял, район историйĕ çинчен çырнипе çеç çырлахмасть, космос тата унăн тытăмĕ пирки те наукăпа тĕпчев ĕçĕсем çырать, çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнекесем калăплать. Ахальтен мар юлашки çулсенче çеç вăл Чăваш наци конгресĕн, чăваш нацийĕн наукăпа искусство академийĕн Президенчĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Иртнĕ çул Валерий Ивановича халăх умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçшĕн Аркадий Айдак орденне парса чыс турĕç, кăçал вара Питрав кунĕнче халăх академийĕн Президенчĕ Е. Ерагин Чăваш халăх академикĕн знакне кăкăр çумне çакса ячĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5