Сивĕч ыйтусене хускатнă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.07.2019 17:35 Просмотров: 135

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата республикăри район, хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн актуаллă ыйтусене чылай пăхса тухнă.

Михаил Игнатьев хăш-пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисене республика палăртакан ыйтусемпе тĕллевлĕ тата вăхăтра ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă.  Социаллă сферăсене тĕпрен ҫĕнетесси, вĕсене вăхăтра хута ярасси пĕлтерĕшлĕ ыйтусем. «Енчен те объектсем ҫинче тĕп подрядчиксем юлса ĕҫлесе пыраҫҫĕ пулсан, графика пăхăнса пыраймасан, вĕсен хушма субподрядчиксене явăҫтарсан та вырăнлă», _ тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ пулнă, ун чухне шăпах та, наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕ пурнăҫланакан строительство объекчĕсене вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртмеллине асăрхаттарса хăварнă. Проектсене те пĕр пекрех йĕркелесе пыма проектсен институтне хута ярсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ, кун пек ĕҫе республикăра пурнăҫлама чĕнсе каланă. 

Михаил Игнатьев  канашлура тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйту пирки те чарăнса тăнă, Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалласа объектсене тирпейлесе пымаллине те асăрхаттарса хăварнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухнă май, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси пирки те чарăнса тăнă. Халăха валли ҫителĕклĕ таран условисем хатĕрлесе памаллине тепĕр хут асăрхаттарнă.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко республикăра пĕтĕмĕшле ĕҫ-пуҫ аван йĕркеленсе пынине хыпарланă. Пурĕ ятарлă 13212 вырăн хатĕрленĕ ҫӳп-ҫапа пухса хума.  

 Хальхи вăхăтра пурĕ 18 623 контейнер вырнаҫтарнă.  Регионти оператор тата та ҫӳп-ҫапа пухса тиесе пуҫтаракансемпе   4 415 контейнер илме плана кĕртнине пĕлтернĕ министр сăмаха малалла тăснă май.

Видеоканашлу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем газ пирки ыйтăва та тарăн пăхса тухнă, халăх пурлăхпа усă курнăшăн парăмсене пухса янине асăннă вĕсем.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ЖКХ пайĕнче ĕҫлекенсене ҫирĕп тĕрĕслеве илме чĕнсе каланă вырăнти администрацийĕсен ертӳҫисене. Хутса ăшăтмалли тапхăр пуҫланиччен мĕн пур ыйтусене тĕпрен уҫăмлатмаллине асăрхаттарнă.

Ҫул-йĕр ыйтăвĕ пирки сăмахланă май, Чăваш Республикин Министрсен  Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ _ Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Александр Николаев тĕплĕ ăнлантарса панă пĕтĕмпех.

(ЧР власть орган.сен официаллё портал.нчен)?

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1