Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 16.07.2019 17:41 Просмотров: 129

Ĕç инкек ан кỹтĕр

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн ларăвĕн кун йĕркинче тĕп вырăнта республикăри ĕç сыхлавĕ çинчен тунă патшалăх доклачĕ пулнă. Ĕçлев министрĕ палăртнă тăрăх, 2018 çулта республикăра çынсем производствăра суранланасси икĕ хута яхăнах чакнă. Çулталăк маларах 343 инкек пулнă, пĕлтĕр - 176 тĕслĕх. Анчах, шел те, вилĕмлĕ тĕслĕхсем нумайланнă. Министр иртнĕ çул ĕçри хăрушсăрлăх требованийĕсене пăхăнман тĕслĕхсемпе çыхăннă пилĕк теçетке ытла материала право хуралĕн органĕсене панине пĕлтернĕ, вĕсенчен чылайăшĕ уголовлă ĕç пуçармалли сăлтав пулса тăнă.

Хĕрлĕ тỹреме юсаççĕ

Шупашкарти Хĕрлĕ тỹремре юсав ĕçĕсем пуçланнă. Çавна май унта автотранспорта çỹреме чарнă. Аса илтеретпĕр, заливпа Хĕрлĕ тỹреме юсамашкăн Чăваш Ен федераци субсидине тивĕçнĕ. Патшалăх программипе килĕшỹллĕн 2019-2021 çулсенче "Чăваш Ен - Атăл чĕри" проекта пурнăçа кĕртмелле. Пĕтĕмĕшле ĕçсен хакĕ 1,2 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Ĕçе темиçе тапхăрпа тума палăртнă. Пĕрремĕшĕ кăçалхи чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçленмелле. Иккĕмĕш тапхăрĕ çитес çуркунне пуçланĕ. Тĕп ĕçсене Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ тĕле туса пĕтермелле.

Ăста çĕвĕçсем çитмеççĕ

Чăваш Республикинчи предпринимательсен правине хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков Çĕнĕ Шупашкарти çĕвĕ предприятийĕнче пулнă. "Предприятие пулăшас тĕллевпе хушма 40 ĕç вырăнĕ йĕркелемелле. Унсăр пуçне кадр ыйтăвĕсене татса памалла. Паян çăмăл промышленноçра ăста специалистсем çитмеççĕ. Пĕр енчен, предприятире кадр ылмашăвĕ курăнмасть - çĕвĕçсем ĕçрен пăрахса каймаççĕ, тепĕр енчен, çамрăк специалистсем килмеççĕ",-палăртнă вăл. Çак ыйтăва ЧР Ĕçлев тата ЧР Вĕрентỹ министерствисемпе пĕрле татса памаллине каланă.

Атăл хĕррине йыхравлать

Нумаях пулмасть Шупашкарти Константин Иванов скверĕнче поэзи уявĕ иртнĕ. Ăна Шупашкарти библиотекăсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ. Курма килнĕ халăха Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Светлана Асамат, Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ Лидия Сарине, Владимир Васильев, Вячеслав Григорьев, Наталья Ромашкина, Елена Заутренникова, Рафаил Архипов хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Библиотекарьсем Константин Ивановăн сăввисене вуланă, Владимир Васильев "Нарспи" поэма сыпăкне янраттарнă. Каласа хăвармалла, Шупашкарти библиотекăсен пĕрлешĕвĕ поэзие юратакансене кашни кĕçнерникун 16 сехетре Атăл хĕррине йыхравлать.

Чемпионата хатĕрленеççĕ

Июлĕн 24-27-мĕшĕсенче Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ иртет. Спорт министрĕ Михаил Богаратов йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕнче юбилейлă ăмăртăва 600 ытла спортсмен хутшăнассине пĕлтернĕ. Унта 140 спорт судйи ĕçлĕ, 150 волонтера явăçтарĕç. Ăмăртусене тỹрĕ эфирта "Матч ТВ" телеканалпа кăтартĕç.

Чĕлĕмçĕсене шута илĕç

Çак уйăхра республикăра сигарет туртакансене шута илес тĕллевпе тĕпчев ирттереççĕ. Волонтерсем тĕпчеве пĕтĕм районсенче тата пысăк хуласенче йĕркелĕç. 2017 çулхи çакнашкал ыйтăмра кашни 5-мĕш çын чĕлĕм-табакпа çыхăнни паллă пулнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1