Еншиксем ентешĕсене манмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.07.2019 17:43 Просмотров: 120

Юхмапа Пăла тăрăхĕ аваллăха çырăнса юлнă паллă пулăмсемпе, хăйсем хыççăн ырă йĕр хăварнă çынсемпе пуян. Тĕрĕссипе вĕсем районта кашни ялтах пур. Хальхинче Еншикре пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ, нумай çул шкул директорĕнче вăй хунă Петр Николаевич Маслов пулăшнипе, вăл пуçтарнă архив материалĕсемпе, салтак фронтран янă виçĕ кĕтеслĕ çырусемпе усă курса хаçат вулаканĕсене Патăрьелĕнчи педагогика училищин выпусникĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă Николай Васильевич Кудряшов пирки сăмах пуçарăпăр.

Йывăрлăха парăнмасăр учителе вĕреннĕ

Сак тулли саккăрăн тенĕ евĕр йышлă çемьере ỹснĕ Николай. Çичĕ ачана çитĕнтерме, ура çине тăратма çăмăл пулман ашшĕпе-амăшне. Пĕринчен тепри пĕчĕкскерсем - тепĕр чухне тăраниччен апат та çиеймен темелле. Çине тăхăнма та паянхи пек шукăль та яка çипуç пулман. Аслисен кĕпе-йĕмне чи кĕçĕнни çĕтнĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра çапла перекетлĕ пурăнма хистенĕ çити-çитми пурнăç. Кудряшовсен хресчен çемйи те çак ушкăнтанах пулнă. Çапах та çемьери йывăрлăха пăхмасăр Микуль мĕн пĕчĕкрен учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллевпех вăл Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Сăмах май каласан, пирĕн районта 1928 - 1954 çулсенче (кăçал вăл хупăнни 65 çул çитет) учительсене хатĕрлесе кăларакан вĕрентỹ учрежденийĕ ĕçленĕ. Кунта хамăр район каччисемпе хĕрĕсемсĕр пуçне Шăмăршăран, Елчĕкрен, Каçал тăрăхĕнчен, Тутар Республикинчен те вĕренекенсем йышлăн пулнă. Икĕ пин ытла педагог туптанса тухнă пĕлỹ çуртĕнчен. Педучилище выпускникĕсем хушшинче паллă çынсем нумай: Совет Союзĕн Геройĕ Петр Юхвитов, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ Александр Табаков, легендарлă пулеметчик Иван Смирнов, Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ, халăх поэчĕ Геннадий Айхи, тутарсен паллă поэчĕ Кави Латыпов, паллă ăсчахсем П. Сидоров, Э. Феизов тата ытти те. Шăпи синкерлĕ çаврăнса тухман пулсан Еншик чăвашне Николай Васильевич Кудряшова та паллă учитель, хисеплĕ педагогсен йышĕнче курмаллаччĕ. Анчах 1940 - 1941 çулсенче педучилищĕрен вĕренсе тухнă выпускник хăйĕн специальноçĕпе нумай та ĕçлесе палăрайман, вăрçа кайма ят тухнă. Анат Туçари шкулта вĕрентнĕ чухне учитель аллине повестка тыттарнă.

Хыпарсăр çухалнă салтакăн ăшă çырăвĕсем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă Еншик чăвашĕн - Николай Васильевич Кудряшов гварди старшинин - çар чаçĕнчен çырнă çырăвĕсене малтан ашшĕпе амăшĕ типтерлĕн упранă, халĕ вара вĕсем çĕре кĕнĕ хыççăн ял историне тĕпчекен Петр Маслов хастарăн архивĕнче, районти "Çăкăр" музейĕнче вырăн тупнă. Документсем çакна çирĕплетеççĕ. Танк ротин мехводителĕ пулнă Николай Кудряшова паттăрла ĕçшĕн 1943 çулхи июль уйăхĕнче "За отвагу" медаль панă. Вăл тăшманăн 12 йывăр танкне хирĕç виçĕ хутчен контратакăна тухнă, вĕсене пысăк сиен кỹнĕ. Çапăçура салтак икĕ танка, виçĕ пушкăна, çар хатĕрĕсем тиенĕ пĕр машинăна тата 30 салтакпа офицерсене тĕп тунă. Атакăра питĕ хăюллă та патвар çапăçнă. Çакăншăн тивĕçнĕ те вăл патшалăх наградине.

Салтак ытти паттăрсем пек кăкăр тулли медальпе ордена илеймен. 1943 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче Н. Кудряшов хыпарсăр çухалнă. Вăрçă синкерлĕхĕ кашни утăмра пулсан та шăпи çакăн пек çаврăнса тухасса каччă шутламан та. Вăл амăшĕ патне çыракан кашни çырăвне пысăк хавхаланупа, çĕнтерĕве кĕтсе илес шанăçпа шăрçаланă. "Здравствуй, Мамаша! … Паян татах тăшмана çĕмĕрме, снарядсем çурăлнине, пульăсем шăхăрнине итлеме каятпăр. Ан пăшăрханăр маншăн. Йĕркеллех пулать. Малашнехи пурнăç çинчен кайран пĕлтерĕп. Эпĕ сывă юлатăп, сире те сывлăхлă вăрăм кун-çул сунатăп. Санă ывăлу Николай", _ çакă салтак фронтран янă юлашки виçĕ кĕтеслĕ çыру пулнă. Ун хыççăн çыхăну татăлнă. "Полевая почта" пичечĕпе килнĕ çырăвĕсем пурте сыхланса юлман. Петр Николаевич хаçат редакцине илсе килнĕ ултă çырăвĕ те Кудряшовсем туслă та тирпейлĕ, ĕçчен çемье пулнине çирĕплетеççĕ.

Вулакана пĕлме

Еншик ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 104ăн тухса кайна. Вĕсенчен çурри таврăнайман.

А. ЕГОРОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1