Миокард инфаркчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.07.2019 17:45 Просмотров: 148

Унăн паллисем: кăкăр тĕлĕнче кĕтмен çĕртен хĕстерсе, чĕпĕтсе, пĕçертсе килет. Çакă 5 минутран ытларах та тăсăлма пултарать.

Сулахай хулпуççи, хул калакĕ, мăй, аялти янах, алăсем, кăкăр айĕ, хырăмăн çỹл енĕ ыратать.

Сывлăш çитмест, пỹлĕнтерет, вăй-хал чакать, тарлаттарать, кăмăл пăтранать, кăкăр тĕлĕнче лайăх мар тăрать. Йывăр ĕçлени те, кăмăл сỹрĕклĕхĕ те çакнашкал лару-тăрăва кĕртсе ỹкерме пултарать. Хăвăра япăх туйсан васкавлă пулăшу чĕнмелле. Тепĕр чухне çын эрех-сăра ĕçнĕ пулать. Анчах çакăн чухне те ыратни иртсе кайĕ тесе тăма кирлĕ мар. Чĕре приступĕ шỹте ăнланмасть. Врач каланисене яланах асра тытмалла.

Приступ пулсанах алăсемпе таянмалли кресло çине лармалла е пуç айне çỹллĕ хурса выртмалла, 0,25 грамм аспирин ĕçмелле, 0,5 миллиграмм нитроглицерин чĕлхе айне хумалла. Карланкă тĕлĕнчи кĕпе-тумтире пушатмалла, уçă сывлăш кĕтĕр тесе чỹ- речене уçмалла. 5-7 минутран та ыратни иртмесен татах нитроглицерин ĕçсен юрать. 10 минут тăхтанă хыççăн та приступ иртмесен тепре нитроглицеринпа усă курмалла. Малтанхи сиплевсем хыççăн хăвăра япăх туйсан, тарлаттарсан урасене çỹлелле туса выртмалла. Пĕр стакан шыв ĕçмелле.

Врач ирĕк памасăр чирлĕ çыннăн тăма, утса çỹреме, пирус туртма, апат çиме пачах та юрамасть. Аллерги парать пулсан, апат хуранĕ ыратсан аспирин та ан ĕçĕр. Пуç ыратсан, çаврăнсан, тарлаттарсан, куç япăх курсан, чĕлхе такăнсан нитроглицеринпа та усă курма юрамасть.

Н. ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕнчи медицина сестри

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5