Хăяр пулăшнипе

Категория: Публикации Опубликовано: 16.07.2019 17:47 Просмотров: 151

Кĕçех хăяр вăхăчĕ пуçланать. Тен, хăшĕ-пĕрин çак çимĕç тахçанах пулма тытăннă. Хăяр усăллă пулнине, ахăртнех, пурте пĕлеççĕ. Унра çынна питĕ кирлĕ витаминсем пур: В1, В2, В3, В5, В6, С витаминсем, фоли йỹçĕкĕ, тимĕр, кальци, фосфор, магни, кальци цинк. Хăярпа урăх тĕллевпе усă курма май пур.

Кăнтăрла хыççăн ывăннине туятăр-и? Кофе пулăшмасть-и? Кун пек чухне вăй-хал кĕртмешкĕн В ушкăнри витаминсем, углеводсем кирлĕ. Вĕсем вара хăярта пур. Тĕлĕнмелле-и? Çапла, унра углеводсем те пур. Вăй кĕтĕр тесен пĕр хăяр çини те çителĕклĕ.

Душ кĕнĕ чухне ваннăйĕнчи тĕкĕр пĕрмай тарлать-и? Хăяра çавракан касăр та тĕкĕре сăтăрăр. Ваннăйĕнче тутлă шăршă пулĕ.

Пахчана хурт-кăпшанкă тапăнсан хăяра çавракан касса пĕр хутчен усă курмалли алюмини савăта хумалла. Çапла майпа хăяр хими реакцине кĕрĕ, унтан шăршă тухĕ. Ăна çын туймасть, хурт-кăпшанкă вара чăтма пултараймасть.

Бассейна каяс килет, анчах целлюлитран вăтанатăр-и? Çак вырăна хăяр касăкĕпе сĕрмелле. Вăл ỹте вăхăтлăха туртăнтарать. Пит çинчи пĕркеленчĕк- сене те вăхăтлăха çапла майпа пытарма пулать.

Эрех ĕçнĕ хыççăн пуç ыратнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар ĕнтĕ. Пĕрремĕш сĕнỹ - "хаяр" шĕвеке урăх ăша ан ярăр. Иккĕмĕш сĕнỹ - хăяр çийĕр те çывăрма выртăр. Ирхине вăрансан пуç ыратмĕ. Хăярта сахăр, электролит пур, вĕсем вара В витаминпа пĕрле эрех ĕçнĕ хыççăн пăсăлнă япаласен ылмашăнăвне йĕркелеççĕ.

Каçхине çывăрма выртас умĕн апат çиес йăлана ниепле те пăрахаймасан хăяр çырткалăр.

Пĕлтерĕшлĕ тĕлпулăва кайнă чухне пушмака тасатса ĕлкĕрейместĕр-тĕк хăяр касăкĕ илĕр те сăтăрăр. Пушмак çĕнĕ пекех йăлтăртатĕ. Кунсăр пуçне вăл шыв кĕртмĕ.

Кустăрма е алăк чĕриклетме пуçларĕ-и? Алă айĕнче ятарлă çу çук пулсан хăяр касăкĕпе сĕрĕр.

Экзамен умĕн пăшăрханатăр-и? Хăяра çавракан касса савăта ярăр, вĕретнĕ шыв хушăр та пăсĕпе сывлăр. Ку лăпланма пулăшать.

Çăвартан ырă мар шăршă кĕрсен хăяра çур минут чăмламалла.

Крана, газ плитине тасатсах тăмалла. Хăяр касăкне илсе хуралнă вырăна сăтăрмалла.

Ручкăпа çырнă чухне йăнăш турăр-и? Çав вырăна хăяр хуппипе асăрханса сăтăрмалла. Вăл фломастера та тасатать.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5