Республика чысне хỹтĕлерĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2019 10:26 Просмотров: 104

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн çамрăк армеецĕсем (сăн ỹкерчĕкре) Чă-ваш Республикин чысне хỹтĕлесе Мускав çывăхĕнче йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри "Победа" çарпа спорт вăййисен финалти тупăшăвĕсене хутшăнчĕç. Вĕсене 80 регионти 800 каччăпа хĕр явăçрĕ. Вăйăсенче Армени, Беларуç çĕршывĕсен ачисем те конкурсра хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Ăмăртусем "Патриот" паркпа Алабино полигонĕнче иртрĕç. Çамрăк армеецсем стройпа утма пултарнине, тавçăрулăхне, историе пĕлнине, хăвăртлăха, тĕл перессине, ушкăнпа ĕçлессине, хул-çурăм тĕреклĕхне кăтартрĕç. Йывăр тата хавхалантару тапхăрĕ "Çĕнтерỹ çулĕ" пулчĕ. Рейхстаг умĕнчи "çапăçу уйĕнче" командăра вуншарăн 9 йывăр тĕрĕслев урлă каçрĕ. Стартăн пĕрремĕш утăмĕнченех чăн-чăн çар атмосферине кĕрсе ỹк- мелле пулчĕ. Уйра бронетанк техники çỹрерĕ, уçлăхра "ВВС авиаклубăн" çар самолечĕсем вĕçрĕç. Траншейăсенче ятарлă ĕç кĕтрĕ...

- Вăхăчĕ хĕсĕкрех пулин те сехетре çамрăк армеецсем икĕ çухрăм кайма пултарчĕç. Тỹресем кашни çитменлĕхе шута илчĕç, тивĕçлипе хакларĕç.

Çакă пĕр конкурс çеç пулчĕ-ха. Унсăр пуçне "Стройра ятуллă, çапăçура хăюллă", автомата салатса-пухса мишеньсене пересси, чăрмавсемпе чупмалли "Çар эстафети", истори викторини, "Визит карточки". Кичемленме пĕр вăхăт та пулмарĕ. Çĕнтерỹçĕ пулас тесен ыттисенчен хăвăртрах, тавçăруллăрах, лайăхрах пурнăçламалла.

Республика команди "Çар эстафетинче" пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕтĕмĕшле вара 13-мĕшне тухрĕç.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1