"Ингосстрах" - шанчăклă компани

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2019 10:29 Просмотров: 124

2019 çулхи майăн 15-мĕшĕнче "НАСКО" страхлакан компанин ĕçлесе пыма май панă лицензине Центробанк чарса лартрĕ. Ăна малалла ĕçлеттерме ирĕк памасса та пултараççĕ. Çавна май "НАСКОпа" ĕçлекен коллектив "Ингосстрах" компанипе тачă çыхăнса вăй хума пуçларĕ.

"Ингосстрах" тĕнче, çĕршыв рынокĕнче 1947 çултанпа ĕçлет. Ку компанире пỹрт-çурта, пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе, пурнăçа инкек-синкек пуласран, сăвăс çыртса сиен кỹнинчен, хваттерсене, ипотекăпа кредит илсен, залога тăратнă пурлăха, ОСАГО, КАСКО (трактор, КамАЗ, автобус, çăмăл автомашинăсене), мотоциклсене страхлаççĕ. "НАСКО" тата ытти компанинче страхланă килĕшỹсен хакĕсене, тĕслĕхрен çурт-йĕре, выльăх-чĕрлĕхе, чылаях чакарса малалла тăсатпăр. Ĕнесене 60 пин тенкĕ таранчченех пĕчĕк тарифпа страхлатпăр. Ют çĕршывсене канма каякансене та страхлатпăр.

ОСГОП, тиевсене, хăрушлăх кăларса тăратакан производство объекчĕсене (кирек хăш сăпатлă пулсан та) хамăр хỹтте илетпĕр. "Ингосстрах" компани "НАСКО" ĕçленĕ çуртрах (Патăрьел ялĕ, Ленин урамĕ, 22 "А"), Перекет банкне хирĕç, автозаправка картишĕнче вырнаçнă. Çак телефонпа ыйтса пĕлме пулать: 88353250306.

ОСАГО страхлама килекенсене авари пулман пулсан тỹлеве чакаратпăр. МиниКАСКО та тăватпăр. Çавăн пекех канма каякансем валли ДМС страховки те пур.

2018 çулта Раççей правительстви çумĕнчи финанс университечĕ "Ингосстрах" страхлакан компанине чи лайăххи тесе палăртнăччĕ. Унăн устав капиталĕ 2018 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕ тĕлне 18,38 млрд тенке, хăйсен укçи-тенки 68,57 млрд, резерври 76,1 млрд тенке çитнĕ.

"Ингосстрах" страховани уйрăмне ертсе пыма мана суйласа илчĕç. Страховани системинче 45 çул ĕçленĕрен ăсталăх çителĕклĕ. 2015 çулта "Женщина - лидер ХХI века" ята та тивĕçнĕччĕ. Çавăн пекех çакăнта Раççейре "Супер агент года по селу" ята тивĕçнĕ Николай Михайлович Селиванов тата иккĕмĕш вырăн йышăннă страхагент Юлия Михайловна Мартынова та ĕçлет.

Хамăр клиентсене çỹлерех асăннă адреспа кашни кунах 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен кĕтетпĕр. (1928).

М. ЯЛУКОВА, "Ингосстрах" страхлакан компанин районти уйрăмĕн ертỹçи

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5