Авăк çынпа пурăнма та савăк

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2019 15:16 Просмотров: 107

Загит САЛИХОВ, Тутар Сăкăт ял старости:

_ Районти 19 поселенинчен ытларахăшĕ темиçе ялтан тăрать. Виççĕшĕ вара - пĕр ялтан. Вĕсен шутне (Пăлапуç Пашьелпе Сăкăт çумне) эпир те кĕретпĕр. Пысăк ял тăрăхĕсемпе танлаштарсан, пĕр ял халăхĕпе ĕçлеме, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме çăмăлтарах, паллах. Çапах та вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен калакан федераллă саккунпа килĕшỹллĕн мĕн пур ĕçе муниципалитет ĕçченĕсен вăйĕпе, ял пуçлăхĕн хастарлăхĕпе çеç йĕркелесе пыма ансат мар. Иртнĕ çул вырăнсенчи обществăллă хастарсен - старостăсен - пĕлтерĕшне, статусне çĕнĕрен ỹстерни, вĕсене хăй тытăмлăх органĕсене тỹрреммĕнех пулăшма ирĕк пани чăн малтанах поселени ертỹçисене пысăк çăмăллăх тесе шутлатăп.

Тутар Сăкăт пин ытла çын пурăнакан тутар ялĕ. Юлашки çулсенче пушă çуртсен йышĕ нумайланса пыни пăшăрхантарать пулин те, ялта виçĕ мечĕт прихучĕ те ăнăçлă ĕçлесе пырать. Унта аксакалсем çеç мар, çамрăксем те кĕлĕсене çỹреççĕ, хамăрăн тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнаççĕ. Тĕрĕссипе каласан, халĕ магазин умĕнче эрех-сăра ĕçсе пичĕ-куçĕ шыçăнса кайнă çынсене сахал курма пулать. Çынсем чунсемпе çемçелме, ытларах ырă та сăваплă ĕç тума тăрăшни сисĕнет. Сăмах май, мечĕте çỹрекенсем ял халăхĕшĕн, йывăрлăха, инкеке кĕрсе ỹкнĕ çынсемшĕн яланах кар тăраççĕ, пулăшма васкаççĕ. Ачаран сусăр ỹсекенсене, тăлăх, çурма тăлăх ачасене хамăр хỹтлĕхе илесси те ырă йăлара. Коранта каланă пек, пĕр-пĕрне яланах ырăпа пулăшмалла. Вăл çĕре ỹкмест, хăйĕн хакне тивĕçет. Халăх ыр кăмăллăхпа пуçтарнă укçа-тенкĕрен эпир хамăр пата пулăшу ыйтма тухнă ытти çынсене те май пур таран алă тăсса пама тăрăшатпăр. Ял старости пулнă май çакна та палăртса хăварас килет. Муниципалитет системинче 18 çул (вăл шутра ял пуçлăхĕ, депутат, райĕçтăвком членĕ те пулнă) тăрăшнăран маншăн халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлесси йывăрлăх мар. Паян ял халăхĕн пулăшăвĕсĕр поселени хыснинчи кĕмĕлпе çеç инфраструктурăна çĕнетме те, культура, спорт мероприятийĕсене йĕркелеме те ансат маррине лайăх ăнланатăп. Темиçе çул каялла пирĕн ялти хăш-пĕр урама кĕрлĕ-çурлă кĕме-тухма та çукчĕ, вĕсене пурне те тирпейлесе пĕтернĕ. Ытларах _ халăх вăйĕпе, мечĕтсем пая кĕнипе. Хальхи вăхăтра çынсемпе çỹп-çап "реформине" пурнăçа кĕртсе пырассипе ĕçлетпĕр. Ялти 14 вырăнта çывăх вăхăтра контейнерсем вырнаçтармалла. Хальлĕхе кашни юнкун çынсем çỹп-çапа михĕсемпе тултарса автомашина çине тиесе яраççĕ. Калас пулать, ку енĕпе саккун вăя кĕнĕ хыççăн унта та кунта сарăмсăр йĕркеленĕ çỹп-çап "полигонĕсем" пĕтрĕç. Çĕнĕ йĕркене хăнăхса пыратпăр. Коммуналлă çăмăллăхсемшĕн вăхăтра тỹлемеллине те халăха тăтăшах ăнлантаратпăр.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1