Йăмпăл-ямпăл пулă кỹнĕ ăшă кулă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2019, 13:03 Просмотров: 191

 ХИРТИ Пикшикри ял кỹллинчи çыран хĕрринче ытти кунсенче аллисенче вăлта тытса ларакансене сахал курма пулнă. Çак кунхине вара ун йĕри-тавра астармăш "чирпе" аптăранисем те, ăна çиме кăмăллакансем те, ватти-вĕтти те пуçтарăннă. Çуллахи илемлĕ кунхине вăтам шкул директорĕ Илдар Камалетдинов тата ашшĕсен канашĕн ертỹçи Ильшат Калмыков йĕркеленĕ пулăçсен ăмăртăвĕ пурне те ăшă кулăпа ырă кăмăл парнеленĕ. Ăмăртăва пăхса тăма та чăн-чăн киленỹ пулнă. Шкул ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те, аксакалсем те, пулăçсен кунне аякри хуласенчен хутшăнакансем те хастарлăх кăтартнă. Пурне те тĕрлĕ номинаципе пахаласа парнепе хавхалантарнă. Çак кун вăлтана пĕр пулă та çакланманнисем те хăйсене телейсĕр туйман, ăмăртăва ертсе пыракансем вĕсене те кỹрентермен, хавхалантаракан призсем панă. Юлашкинчен пĕрле çинĕ техĕмлĕ пулă шỹрпи пурне те хăпартлантарнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика