Çĕнĕ çитĕнỹсем - малашлăхшăн

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2019, 17:51 Просмотров: 473

Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕнче палăртнă тăрăх, Чăваш Енре "Вĕренỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн регионăн 8 проекчĕ пурнăçланать: "Паянхи шкул", "Кашни ача çитĕнĕвĕ", "Ачаллă çемьесене пулăшасси", "Цифрăллă вĕренỹ тытăмĕ", "Пуласлăхри вĕрентекен", "Çамрăк профессионалсем", "Социаллă пуçарулăх", "Кашнин валли-çĕнĕ майсем".

Кăçал пурнăçа кĕме тытăннă "Вĕренỹ" наци проекчĕ 2019-2024 çулсене тăсăлать. Çак проекта РФ Президенчĕ В. Путин 2018 çулта çирĕплетнĕ. Проект пурнăçланни Раççейри вĕренĕве тĕнче шайĕнчи конкуретлăх шайне хăпартма тивĕç, Раççей Федерацине пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн пахалăхĕпе тĕнчери ертсе пыракан 10 çĕршыв йышне кĕме май памалла.

Пилĕк çула палăртнă проект бюджечĕ 784,5 млрд тенкĕ. Çавна май Чăваш Енре те палăрăмлă ырă улшăнусем пулмалла.

"Вĕренỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2019 çулта пирĕн республикăра тĕрлĕ ĕç пурнăçлама палăртнă. Ялта вырнаçнă 40 шкулта гуманитарипе цифра профилĕсен вĕренỹ центрĕсем йĕркелемелле. "Точка роста" ятлă центрсем пурĕ 1 пинрен сахал мар ачана явăçтарма пултарĕç.

Физкультура занятийĕсемпе спорта явăçтармалли пурлăхпа техника никĕсне ялти 29 шкулта çĕнетĕç.

Ачасене пĕлỹ тата воспитани парассин ыйтăвĕсемпе республикăра ашшĕ-амăшĕсем валли 31 консультаци центрĕ йĕркелеме пăхнă.

"Вĕренỹ" нацпроект шайĕнче Шупашкарти "Волжский-3" микрорайонта 1100 ача вырнаçмалăх тата Етĕрне хулинче 300 ача вырнаçмалăх çĕнĕ шкулсем уçăлмалла.

"Сириус" центр моделĕпе ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантарма май паракан центр тума палăртнă. Вăл наука, искусство тата спорт енĕсемпе ĕçлекен центр пулмалла.

Çĕнĕ Шупашкарта "Кванториум" ача-пăча технопаркĕ тумалла.

И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнче ачасен хальхи йышши компетенцисен аталанăвĕн центрне -С. Абруков ячĕллĕ Наука коллаборацийĕн центрне тума палăртнă. Ачасене хушма пĕлỹ илме пулăшакан модельлĕ çурт тăвассине плана кĕртнĕ. Нацпроект шайĕнче Канаш хулинче ачасен цифра аталанăвĕн "ШТ-клуб" центр пулĕ.

Республикăри лабораторисемпе мастерскойсене, техникумсемпе колледжсене - пурĕ 50 учреждени. 

Шупашкарта экономикăпа технологи колледжĕнче ырă ĕç тăвакансен хăрушсăрлăх культурин тата çут çанталăкри инкексем хыççăнхи лару-тăрăва сирессин ресурс центрĕ ĕçлеме тытăнмалла.

СПРАВКА

Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ бюджетĕнче çĕршыври нацпроектсен шайĕнче пурнăçланакан регион проекчĕсене 2019 çулта пурнăçа кĕртме 9,9 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. 2019-2024 çулсенче регионти проектсемпе палăртнă мероприятисене пурнăçлама пурĕ 77,1 млрд тенке яхăн уйăрма пăхнă.

Н. НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика