Тулăх пурнăç тăрăшмасăр пулмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2019, 17:58 Просмотров: 407

Пỹрте кĕрсен - ача, витене тухсан выльăх сасси лайăх. Упамсари Белковсем патĕнче пулнă хыççăн çак шухăш тата ытларах та çирĕпленчĕ. Хитре те икĕ хутлă кирпĕч çуртра Леонид Владимировичпа Ольга Алексеевна виçĕ ача - икĕ хĕрпе пĕр ывăл - çитĕнтереççĕ. Эпир пынă чухне хăна ачисем те пурччĕ, çавна май пỹрт тата туллирех те хăтлăрах туйăнчĕ. Хуралтăра вара туллиех выльăх-чĕрлĕх. Тăрăшуллă мăшăр чăннипех те маттур та ĕçлĕхлĕ. 2016 çулта вĕсем фермер хуçалăхĕ уçнă.

Ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕркерен хăшĕ-пĕри ялсенче паянчченех упранаççĕ. Çаксен шутне хĕре качча кайсан парне выльăх парасси те кĕрет. Шăхачра çуралса ỹснĕ О. Белковăна та венчет çĕрри тăхăнсан амăшĕ пушмак пăру парнеленĕ. Çакăнтан пуçланнă та çемьен выльăх усрасси. Мăшăр тĕп килтен уйрăлса тухнă чухне витере виçĕ ĕне пулнă. Ольăн амăшĕ хĕрне кăштах пулăшас тĕллевпе тата тепре те панă. Çемье Леонид Владимировичăн асламăшĕн йывăç çуртĕнче хỹтлĕх тупнă. Кивĕ сăн çапнă çурта çĕнетнĕ, хуралтăна юсанă. Алă-ура çавăрса ярсан юнашарах кирпĕчрен пỹрт хăпартнă. Юмахра кăна вăл ĕç-пуç хăвăрт пулса иртет, пурнăçра пачах урăхла. Стройка тума укçи-тенки те, вăй-халĕ те сахал мар кирлĕ. Çамрăксем курттăммăн укçа кирлипе кредит илеççĕ. Илнипе кăна мар, парăмпа кашни уйăхрах вăхăтра татăлса пымалла. Турханкасси лесничествинче тăрăшакан Леонид Владимировичпа Упамсари лавккара сутуçăра вăй хуракан Ольга Алексеевна укçа ытларах кĕртес тесе выльăхсен йышне тата ỹстереççĕ. Вĕсен хăтлă кĕтеслĕ пуличчен сахал мар вăкăр, сурăх çитĕнтерсе сутма тивнĕ.

Карта тулли чĕлхесĕр янаварсене ирхине те, кăнтăрла та, каçхине те çитермелле, шăвармалла, айĕсене тасатмалла. Çав вăхăтрах ачи-пăчи патне те тимлĕх уйăрмалла, кил-çуртне те тирпейлемелле... Ĕçĕ çителĕклех. Ольга Алексеевна сутуçă ĕçĕнчен пăрахса фермер хуçалăхĕ туса хунă. Паллах, пĕччен шухăшланипе кун пек яваплăха хăв çине илейместĕн. Мăшăрĕпе пĕрле калаçса килĕшнĕ хыççăн йĕркеленĕ.

- Хальхи вăхăтра пирĕн 25 пуç ĕне-выльăх, унтан сăваканни вара - 10. Иккĕмĕш çул лашасем усртпăр. Вĕсем пирĕн 9 пуç. Сыснасем çăвăрлаттарса сутатпăр. Çавăн пекех тата 40 сурăх пур. Ирхине-ирех, тăватă сехет çитичченех витене тухатпăр. Тислĕке хырса тасатнă хыççăн мăшăр пĕр енчен, эпĕ тепĕр енчен сăвакан аппаратсене лартатпăр та ĕнесене сума тытăнатпăр. Леня ĕçлĕхлĕ пулмасан кун чухлĕ выльăх тытаймастăн, - тет О. Белкова. Тĕрĕсех калать çемье вучахне упраканĕ. Арçынсăр йышлă ĕне-выльăх усрама кансĕрри каламасăрах паллă. Вĕсене валли апатне те çителĕклĕ хатĕрлемелле. Юрать-ха, çулла ĕнесем кĕтĕве каяççĕ, хĕлле вара талăкĕпех витере тăраççĕ. Вĕсем выçăпа ан нушаланччĕр тесен çулла утă-улăм çителĕклĕ янтăламалла. Белковсен çынсен пайĕсемпе пĕрле 20 гектар ытларах çĕр. Унта ытларах нумай çул ỹсекен курăк, тырă, чĕкĕнтĕр çитĕнтереççĕ. Рациона пуянлатма жом туянаççĕ.

Хирте ĕçлеме техника тата кăкарса çỹремелли агрегатсем çителĕклĕ. Пушă чухне руль умне кил хуçи хăйех ларать, çавăн пекех час-часах Алексей Купцов тракторпа çỹрет.

Район центрĕнчен чи инçетре вырнаçнă ялтан пĕринче халăх туслă пурăнать. "Кỹршĕ-аршă ырă кăмăллăран, вĕсем пире ăнланнăран, пулăшнăран пире вăй хума çăмăл. Ăçта та пулин çемьепе каймалли пулсан выльăхсене кĕртсе яраççĕ, пысăкрах ĕçе пуçăнсан каçаççĕ", - тесе палăртать Ольга. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра: "Кỹршĕ тăванран та хаклă", - теççĕ.

Çемье укçа-тенкĕ тăвас тесе пилорама та туяннă. Малтан хăйсем çурт тунă чухне хăмасем çуртарма кирлĕ пулнă, халь халăхран та заказсем йышăнаççĕ. Пилорамăна унччен колхозăн пулнă усă курман витине вырнаçтарнă. Белковсем хĕрĕсемпе ывăлне те тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшаççĕ. Асли Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ А. Кольцов ертсе пыракан волонтер ушкăнĕнче. Эпир пынă чухне те саккăрмĕш класран вĕренсе тухнăскер килĕнче марччĕ. Амăшĕ ăна Анатолий Валентинович чĕнсе илнине пĕлтерчĕ. Вăталăххи шкула кайма хатĕрленет, кĕçĕнни вара хальлĕхе теттелле çеç вылять. 

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика