Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 10:57 Просмотров: 77

Иртнĕ эрнере районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне "халăх тарçисемсĕр" пуçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, организаци-предприяти, тĕрлĕрен харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисем, ял тăрăх пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва депутатсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров ертсе пычĕ.

Хаçат страницинче маларах сессин кун йĕркипе туллин паллаштарнăччĕ. Вĕсенчен хăшне-пĕрне депутатсем тỹрех пĕр шухăшлă пулса пĕр саслăн йышăнчĕç. Уйрăм ыйтусемпе вара, уйрăмах район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕн çумĕ Н. Хлебникова районти депутатсен Пухăвĕн "Патăрьел районĕн 2019 çулхи тата планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи бюджечĕ çинчен" калакан йышăнăва улшăнусем кĕртмелли çинчен калакан ыйтăва пăхса тухнă чухне шухăшсем йỹпленчĕç. Ваттисем калашле, укçа шута юратать çеç мар, кирлĕ пулсан чул та кастарать, нумай та калаçтарать... Çавăнпа та докладчика итленĕ хыççăн чăн малтанах Р. Хамдеев депутат çĕнĕ бюджета йышăннă чухне вĕрентỹ учрежденийĕсенче вак-тăвек юсав ĕçĕсене пурнăçлама хăш-пĕр суммăна кĕртсе хăвармаллине сĕнчĕ. П. Перепелкин депутат çул-йĕр тума каякан укçа-тенке тĕрĕс те пайăрлă, çак ыйтăва тĕпченĕ хыççăн çеç усă курмаллине асăнчĕ, Туçари вăтам шкулпа пĕрлештерекен ача садĕнче юсав ирттерес тĕллевпе каллех бюджетран "пая" кĕме сĕнчĕ. Р. Санзяпов депутат ларура паян уйрăмах ял пуçлăхĕсене канăçсăрлантаракан проблемăна хускатрĕ, пуçару бюджечĕпе вырăнта малалла та хастар ĕçлес тесен халăхран пуçтармалли процента пĕчĕклетес ыйтупа "халăх тарçисен" ячĕпе республикăна ыйтупа тухмаллине, вырăнсенче предпринимательсен вăйне туллин усă курмаллине çивĕчлетрĕ.

Е. Мартышкин депутат Çĕнĕ Ахпỹртсен паянхи чун ыратăвне - çĕнĕ шкул тăвас ыйтăва -çивĕчлетрĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство тата обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлемелли район полномочине ял тăрăхĕсене парас, пурăнмалли çурт-йĕрĕн ятарлă фончĕ пирки тухса калаçрĕ. Кун йĕркинчи ытти ыйтусемпе те тивĕçлĕ йышăну турĕç. Кунтах РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ А. Фомин район полицийĕн çур çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Сăмах май каласан, асăннă служба ĕçченĕсем çур çулхи кăтартусемпе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă.

А. Егорова

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1