Хамăр сывлăхшăн хамăрах яваплă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:00 Просмотров: 157

ÇĔР ÇИНЧЕ чи пысăк пуянлăх- сывлăх. Ăна нимĕнле мулпа та туянаймастăн. Çавăнпа та Турă панă вăй-хăвата упрасси, вăхăтран вăхăта сывлăха тĕрĕслеттерсе тăрасси, медиксен чĕлхипе каласан диспансеризаци тухасси, паян кашни çыннăн тĕп тĕллев пулмалла. Ахальтен мар ку ыйту патшалăх шайĕнчи тимлĕхре. Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче республикăра 114 пин çын диспансеризаци тухнă. Тĕрĕсленнисенчен 57 проценчĕ вăраха кайнă чирсемпе чирленине палăртнă. Çак тапхăрта усал шыçăпа аптăракансене 199 çынна шута илнĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те çулталăк тăршшĕпе планпа 6136 çыннăн диспансеризаци тухмалла. Çур çулта 3405 çын (55 процент) хăйсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеттерме ĕлкĕрнĕ. Ку ĕç малалла пырать. Районти тĕп больницăри медпрофилактика уйрăмĕн медицина сестри Марина Ибетова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çак ыйтупа сиплев учрежденине утакансенчен ытларах пайĕ- 2003-шĕ - хĕрарăмсем. Çур çулта 1402 арçын хăйсен сывлăхне планпа килĕшỹллĕн тĕрĕслеттернĕ. Диспансеризаци итогĕпе пĕрремĕш ушкăна 609 пациент кĕнĕ. Вĕсем сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп. Иккĕмĕшĕнче (теветкеллĕх "риск" ушкăнĕ) _ 104ăн, ыттисем вара виççĕмĕшĕнче. Çакнашкал çынсем вара сиплевсĕр, пулăшусăр тăраймаççĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3