Сывă пурнăç йĕрки пысăк пĕлтерĕшлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:02 Просмотров: 75

 ПАЯН сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнасси, организма спортпа, физкультурăпа çирĕплетесси тĕп вырăнта. Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çамрăксем çеç мар, аслă çулхисем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Кăçал çеç районта Раççей шайĕнчи виçĕ, республикăпа район пĕлтерĕшлĕ 25 ăмăрту иртнĕ. Вĕсене çĕршер спортсмен хутшăннă. Сăмах май каласан, пирĕн районта пурăнакансен 46 проценчĕ (республикипе 42 процент) спортпа туслă. Вĕсенчен чылайăшĕ район, республика чысне хỹтĕлеççĕ, федерацин Атăлçи округĕшĕн тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ. Патăрьел районĕнчен ултă спортсмен маунтинбайк, йывăр тата çăмăл атлетикăпа Раççейĕн пĕрлештернĕ командине, 145-шĕ вара республикăн пĕрлештернĕ командине кĕртни те пысăк мăнаçлăх.

Августăн 10-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта" Физкультурник кунне паллă тума ха- тĕрленеççĕ. Вăл 11 сехетре пуçланать. Унта яланхи пекех халăх йышлă хутшăнĕ, хăйсен пултарулăхне кăтартĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1