"Савнă ялăм! Кĕтсе ил! Кунта манăн тăван кил"

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:09 Просмотров: 41

Ĕлĕк кашни яла пырса кĕнĕ çĕрте укăлча хапхи пулнă. Халь вĕсем вырăнне стелăсем вырнаçтарма пуçларĕç. Çак ĕçе районта пĕрремĕш йĕркелекеннисем Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Сителсем пулчĕç. Шăпах çавăн чухне "Сидели" хуçалăх ертỹçинче тăрăшакан А. Иванов Каншелĕнче те çывăх вăхăтра стела уçасси пирки тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Ĕçе нумая тăсмарĕç. Халăх вăйĕпе тата çак ялта çуралса ỹснĕ, анчах хальхи вăхăтра тĕрлĕ хулара тĕпленнĕ ентешĕсем пулăшнипе августăн 2-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура ятарлă паллăна уçрĕç. Проектăн авторĕ - Сителте çуралса ỹснĕ А. Анисимов. Каншелсен савăнăçне пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Никитин, Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхĕн ертỹçи В. Семенов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ П. Емельянов, Первомайскинчи Христос çуралнă тата Сителти Иоанн Богослов ячĕллĕ чиркỹсен настоятелĕ С. Пегасов протоиерей, В. Антонов предприниматель тата ыттисем те хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç.

- Яла пырса кĕнĕ çĕре стела уçасси пирки каласан ял халăхĕ хирĕçлемерĕ. Кашнийĕ мĕнле те пулсан пулăшма тăрăшрĕ. Алексей Михайлович Ермилов старостăна уйрăмах пысăк тав сăмахĕ калас килет, вăл та çак паллăна кĕске вăхăтра вырнаçтарассишĕн сахал мар вăй хучĕ, - терĕ "Сидели" пĕрлешỹ ертỹçи А. Иванов. Таçтанах курăнакан, "Каншел - Кокшаново" тата кашнине хапăл тунине пĕлтернине çырса хунă стелăна ялти чи аслă тата хисеплĕ çынсенчен пĕрне - В. Ергунова - уçтарчĕç.

Тухса калаçакансем тăван ялĕ хитреленсе пынишĕн, çĕнĕлĕхсем кĕрсе пынишĕн хĕпĕртенине, Илен кунĕ нумайăшĕн асĕнче яланлăхах çырăнса юлнине палăртса хăварчĕç. В. Верликов ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ вара пухăннисене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕ.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1