УЙ-ХИР ХЫПАРĕСЕМ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:11 Просмотров: 151

Çумăр çунăран хирти ĕçсем вăхăтлăха чарăнчĕç, çанталăк уяртсанах техника тепĕр хут ĕçе пикенĕ. Августăн 5-мĕшĕччен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 352 гектар вырнă, 262 гектар çапса тĕшĕленĕ. Çĕнĕ тыр-пула 825 тонна пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç пĕр гектартан 31,5 центнерпа танлашать. Вырмана "Красное Знамя", "Батыревский", "Малалла", "Первомайск", "Труд", "Исток" хуçалăхсенче тухнă.

Выльăхсене хĕл каçарма апат хатĕрлесси те ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче малалла пырать. Ĕнерхи куна 16463 тонна сенаж, 6453 тонна утă, 1250 тонна силос янтăланă.

Кăçал кĕрхи культурăсене 5495 гектар акса хăварма палăртаççĕ, вĕсене никĕсе хывма çĕр 3713 гектар хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3