Пăлапуç Пашьел каччисем те хỹтĕленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:17 Просмотров: 74

ÇАК кунсенче Чулхулари Н. Лобачевский ячĕллĕ патшалăх университетĕнче студентсем хушшинче Раççейри "Цифровой прорыв" конкурсăн регион шайĕнчи тапхăрĕ иртнĕ. "Россия - страна возможностей" проектпа тупăшăва 27 команда хутшăннă, вĕсем мультидисциплинарлă меслетпе пĕр чарăнмасăр 36 сехет тупăшнă. Форум итогĕпе И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн прикладной математика, физика тата информаци технологийĕн факультечĕн 4 курс студенчĕсем "Образование и наука" номинацире çĕнтернĕ. Командăна хỹтĕлекенсем хушшинче пирĕн ентешсем - Пăлапуç Пашьел каччисем Николай Александровпа Вадим Ваньков - пулнă. Студентсем иккĕшĕ те вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1