Шывран вут пек хăрăр, инкекрен пăрăнăр

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:18 Просмотров: 153

ÇУТ çанталăкăн кашни тапхăрĕ хăйне евĕр асамлăхпа хăй патнелле туртать. Вăл шутра çу кунĕсем те. Ял çыннисем çак тапхăрта хĕрсе ĕçлеççĕ пулин те ушкăнпа, çемьепе, туссемпе канма вăхăт тупаççĕ. Ку, паллах, начар йăла мар. Анчах кирек мĕнле ĕç те асăрханусăрлăха çухатсан урăхла çаврăнса тухма, синкерлĕ вĕçленме пултарать. Акă, темиçе кун каялла çеç МИХ хатĕрĕсенче кỹршĕри Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕнчи пĕвере 66 çулхи арçын путса вилни пирки çырчĕç. Çак вырăнта ветерансем Тинĕс çар флочĕн кунне паллă тума хатĕрленнĕ-мĕн. Çакскер вара çанталăк сулхăн иккенне пăхмасăрах шыва кĕме шут тытнă. Анчах ырă шухăш усалпа вĕçленнĕ. Пирĕн районта та тĕрлĕрен çар чаçĕнче службăра пулнисем хăйсен уявĕсене чылай чухне шыв хĕрринче паллă тăваççĕ. Кун пек инкекрен пурин те асăрханмалла. Шывăн туратти çук, уйрăмах хĕрĕнкĕ пуçпа ишме теветкеленмелле мар

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3