Вырмара вырмасан çăкăр çиеймĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:24 Просмотров: 78

"Корма" агрофирмăра ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе, зооветспециалистсемпе тата агрономсемпе вырмана кĕске вăхăтра, пахалăхлă ирттерсе ярас ыйтупа, тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕн çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе канашлу иртрĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, унăн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов, Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ И. Васильев, "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ О. Глухов, 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Н. Назаров тата ыттисем те хутшăнчĕç. "Корма" агрофирма Юхмапа Пăла тăрăхĕнче аталанса пыраканнисенчен пĕри пулнă май, кунта чăннипех те курмалăх та, тĕслĕх илмелĕх те пур. Чылай çул хуçалăха ертсе пыракан И. Владимиров мероприятие килнисене техника паркĕпе паллаштарчĕ. Кунта тракторсемпе кăкарса çỹремелли агрегатсене çĕнетсех тăраççĕ. Иртнĕ çул çеç комбайн туяннăччĕ. 800 гектарта çитĕнекен пĕрчĕллĕ культурăсене пухма икĕ "уй-хир карапĕ" хутшăнать. Кăçал пĕрремĕш хут акана "Амазония" сеялкăпа тухнă. Сăмах май, ун пеккки районти пĕр хуçалăхра та хальлĕхе çук-ха. Çавăн пекех хиртен илсе килнĕ тырра тỹрех тасатса пыракан ЗАВ-50 пункт аякранах курăнса ларать. "Батыревский", "Красное Знамя" хуçалăхсем çакăн евĕррине маларах илнĕччĕ. Нỹрлĕреххине типĕтмелли хатĕр те пур. Кадрсем çителĕклĕ, анчах И. Владимирова çамрăксем хуçалăх ĕçне хутшăнма пит васкаманни пăшăрхантарать.

- Эпир ытларах ỹсен-тăран отрасльне тимлĕх уйăратпăр, çавна май техника паркне, вăрлăхсене çĕнетсе пыма тăрашатпăр. Александр ывăл çумра пулни, вăл пулăшса пыни вăй-хăват парать, - терĕ И. Владимиров канашлăва хутшăнакансене.

- Аслин опычĕпе, çамрăк- кин пултарулăхĕпе "Корма" агрофирма аталанса пырать,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов хуçалăхпа паллашнă хыççăн.

Канашлăвăн иккĕмĕш пайĕ район администрацийĕн ларусен залĕнче иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов кăçал ял хуçалăх культурисем 34267 гектар йышăннине, унтан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 17272 гектарта çитĕннине каларĕ. Тыр-пула пухса кĕртме вăхăт çитнĕ май кĕлетсене, йĕтемсене тата комбайнсен юсавлăхне тĕрĕслеме йĕркеленĕ комиссин пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Чылай хуçалăхра яваплă тап-хăра тĕплĕн хатĕрленнине, çав вăхăтрах хăшĕ-пĕринче çиелтен çеç пурнăçланине пĕлтерчĕ. Çĕнĕ тухăç кĕрекен объект çумĕнче çитĕнекен хыт хурана çулма вăхăт та, укçа-тенкĕ те нумай кирлĕ мар. Яваплăха туйни çеç пулмалла, анчах алă сулакансем те тупăнаççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн çур çулхи кăтартăвĕсенче пăшăрханмалли те, савăнмалли те пулчĕ. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе 20739 пуç ĕне-выльăха, сысна - 16704, лаша - 1917, 10886 пуç сурăхпа качакана шута илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕр-ĕнерен вăтамран 2969 килограмм сĕт сунă, çакă пĕлтĕрхинчен тăватă процент ытларах.

Куллен районĕпе 110 тонна сĕт пухăнать. Пахалăхлă шĕвеке сутакансен 73 проценчĕ - халăх, 27 проценчĕ - ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем. Патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕнче 75 комбайн шутра тăрать. Пĕлтĕр 41-шĕ çеç вырмана хутшăннă. Мĕншĕн? Тỹрех çак ыйту пуçа кĕрет. Кадрсем çитменнипе нумайăшĕ хире тухайманнине пĕлтерчĕ

Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ И. Васильев. "Уй-хир карапĕсене" те тĕрĕслеве кирлĕ пек хатĕрлеменни те шухăшлаттарать. Вырмана кĕске вăхăтра ирттерсе ярас тесен кашни кăлтăка шута илмелле пек те вĕт... Çавăн пекех комбайн çинче икшер огнетушитель, кĕреçе пулмалли пирки те манмалла мар.

Инкекрен сыхлансан аванрах. Техника хăрушсăрлăхне пăхăнманнипе çынсем нуша курнă, вилнĕ тĕслĕхсем ан пулччĕр тесен яваплă тапхăра тухиччен тепĕр хут хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнассипе инструктаж ирттерни те, ятарлă журнал çине алă пустарни те вырăнлă.

Çĕнĕ тухăçпа пỹлмесем тулччĕр тесен пушар тухасран та асăрханмалла. Хирте е йĕтем çывăхĕнче сỹнтермесĕр пăрахнă пĕр шăрпăк пĕрчине, пирус тĕпне пула гектарĕ-гектарĕпе çунма, тонни-тоннипе тырă кĕле çаврăнма пултарать. 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Н. Назаров вут-кăварăн алли вăрăммине, пурте пĕр çын пек асăрхануллă пулса ĕçлемеллине, хир тата вăрман çывăхĕсенче кăвайт чĕртме юраманнине аса илтерчĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен кĕлетсене, йĕтемсене тасатса, дезинфекцилесе пĕтермеллине, кĕрхи культурăсене акма районта вăрлăх çителĕксĕррине, çавна май ăна хатĕрлессипе паянах тăрăшмаллине "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ О. Глухов каларĕ.

Район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Никифоров ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пĕрлехи федераци системине кĕртмелли йĕрке пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов вырмана ăнăçлă ирттерме, çĕнĕ тырăран пĕçернĕ кăпăшка çăкăра пурне те алла илме сунчĕ.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1