Пĕлĕвĕсене тарăнлатнă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:26 Просмотров: 79

Патăрьелĕнчи искусство шкулне çỹрекен ачасем М. Шакиров преподаватель ертсе пынипе июлĕн 16-21-мĕшĕсенче Тутар Республикинчи "Сэлэт" çамрăксен организацийĕн проекчĕпе йĕркеленĕ пленэра хутшăннă. Вĕренекенсем эрне хушшинче ỹкерчĕксем тунисĕр пуçне, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен тата ытти çĕртен килнĕ профессионал-художниксен урокĕсенче пулнă. Çавăн пекех пленэрăн темине - Пăлхар патшалăхĕ тата Пỹлер хули вăтам ĕмĕрте - уçса парассишĕн тăрăшса унăн историне, халапĕсене тишкернĕ, Билярск территоринчи музейсене çитсе курнă.

Пушăрах чухне çамрăк ỹнерçĕсем IT Пỹлер Форума хутшăннă, çĕнĕ юлташсемпе паллашнă. Çавăн пекех А. Путякова форума килнисене чăваш юррипе савăнтарнă.

Кăшт кăна маларах М. Шакиров художник-преподаватель Тутар Республикинчи художниксен союзĕн членĕсемпе пĕрле (вăл хăй те унта тăрать) пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма тата Тутар Республикинчи художниксен союзĕ йĕркеленĕ "Крым манăн чĕрере" художествăлла курав проекчĕ 5 çул çитнĕ май Крыма çитсе килнĕ. Çак тапхăрта Бахчисарай тата Феодоси хулисенче, хан керменĕнче картинăсен куравне йĕркеленĕ. Искусство çыннисем Крымра çỹренĕ май пушă вăхăтра этюдсем те ỹкернĕ.

Çул çỹреве пĕтĕмлетсе художниксем Мускавра октябрĕн 25-мĕшĕнче курав ирттерме палăртаççĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1