Пирĕн ентешсем

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:27 Просмотров: 156

Театр актерĕ, режиссер, Чăваш АССРĕн (1976) тата РСФСРăн (1979) искусствин тава тивĕçлĕ деятелĕ, чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ. Алексей Григорьевич Васильев (03.08.1934 - 17.06.2010) 85 çул каялла Каншел ялĕнче çуралнă.

А.Васильев - Ленинградри патшалăх театр институчĕн режиссура уйрăмĕн выпускникĕ. Мĕн ватăличченех- республикăри театрсенче вăй хунă: Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн актерĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх тата Вырăс драма театрĕсен режиссерĕ. 1969 - 1996 çулсенче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен Чăваш патшалăх театрĕн тĕп режиссерĕ тата художество ертỹçи пулнă. Мĕн пурĕ чăваш, вырăс, ют çĕршыв классикĕсен, хальхи авторсен 90 ытла спектакльне сцена çине кăларнă: А. Артемьевăн "Салампи", В. Астафьевăн "Каçарсам мана", Н. Терентьевăн "Пурăнасчĕ çынсем пек" тата ытти те.

х х х

Ирина Вингеровна Митта - профессионал редактор, журналист, куçаруçă, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2012), Раççей писателĕсен Союзĕн членĕ (1997). Вăл Первомайскинче 1959 çулхи августăн 5-мĕшĕнче çуралнă.

И. Митта СССР писательсен Союзĕн А. М. Горький ячĕллĕ институтĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш кĕнеке издательствинче художество тата ача-пăча литературин редакторĕнче, "Лик Чувашии" публицистика журналăн критика уйрăмĕн редакторĕнче, "Новый Лик" журнал редакторĕнче, Чăваш Республикинчи Наци академийĕн пай начальникĕнче, Чăваш Республикин патшалăх власть органĕсенче ĕçленĕ. Çавăн пекех вăл "Тăван Атăл" публицистика журналĕнче, "Лик" литературăпа художество журналĕнче те тăрăшнă.

И. Митта чăваш прозине вырăсла профессилле ăсталăхпа куçарас тĕлĕшпе те палăрса тăрать. Куçарăвĕсем уйрăм кĕнекепе те, "Дружба народов", "Лик" журналсенче те пичетленнĕ.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3