Ял-йышшăн тăрăшасси - чун туртăмĕ, пурнăç пĕлтерĕшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:33 Просмотров: 80

Первомайски ял тăрăхне кĕрекен ултă ялта та ытти çĕрти пекех халăхпа власть хушшинчи çыхăнăва тытса тăракан общестăлла канаш членĕсем, старостăсем, халăх суйланă депутатсем пур. Вĕсем пурте обществăлла тивĕçе чун хушнипе пурнăçлакансем, тăван ялшăн, ентешсемшĕн хыпса çунакансем пулмалла. Кашни общественник пирки çакна çирĕплетсех калаймастăп, паллах. Анчах Юрий Николаевич Степанов Сител ялĕшĕн, тăван халăх ырлăхĕшĕн вута-шыва кĕме хатĕр пулнине иккĕленместĕп. Унăн ĕçне, тăрăшулăхне, çаврăнăçулăхне ял халăхĕ алă тупанĕ çинчи пек курса, пĕлсе тăрать.

Вĕри чĕреллĕ хастарпа иккĕмĕш хут куçа-куçăн курнăçса калаçма тỹр килчĕ. Малтанхинче Юрий Николаевич хăйĕн аслашшĕн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн, Мухтав орденĕн кавалерĕн - Николай Гаврилович Матюшкинăн - паттăрла ĕçĕсем тата наградисем çинчен кăсăкланса каласа пама редакцие çитнĕччĕ. Çак ыйту тавра калаçма, "вăлтине" яма ăна хăйсен умĕнче пусă чавнă чухне тупăннă медаль пулăшнă-мĕн. Тĕрĕслеттернĕ хыççăн медаль çинчи номерĕсем унăн аслашшĕн хушамачĕпе тỹр килмен. Апла пулин те Аслă Çĕнтерỹ кунĕ вуншар çул хыçа юлнă хыççăн мăнукĕ аслашшĕн наградине - орденĕсене - шыраса тупма пулăшни пысăк ĕç! Ырă та пархатарлă çак тĕслĕх тỹрреммĕнех хăйĕн çемйипе, ăру аталанăвĕпе çыхăннă тейĕпĕр. Ялти кашни çынна алă тăсса пулăшма хатĕр депутатăн ял çыннипе, халăх пурнăçне хăтлăлатас, тăван ял сăн-сăпатне çĕнетес тĕслĕхсем те пайтах. Ахальтен мар çамрăк çемье пуçлăхне Сителсем иккĕмĕш созыв хăйсен "лавĕ" умне тăма суйланă.

- Паян ял халăхĕ вăл пысăк вăй, шанăç, малашлăх шутланать. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарни, унăн шанăçне кĕни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăнăçу çăл куçĕ çакăнта тесе шутлатăп. Çавăнпа та халăх сана шанчĕ пулсан, чăн малтан хамăн кăтартуллă, пуçаруллă пулмалла. Шăпах çакă манăн пурнăçри тĕп тĕллев,- çирĕппĕн те шанчăклăн пуçларĕ хăйĕн калаçăвне "халăх тарçи".

Вулакана ăнланмалларах пултăр тесе халăхпа власть хушшинчи çыхăнăва тытса тăракан хастарпа çывăхрах паллаштаратăп. Ю. Степанов ĕçчен те тăрăшуллă çемьере воспитани илнĕ. Çамрăкла туптаннă характер харама кайман. Анлă профиллĕ техник-механик профессине алла илнĕ каччă 2001 çулта хăйĕн ĕçне уçнă, çавăнтанпа предприниматель шутланать. Пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă çемье пуçлăхĕ çулсеренех бизнеса сарса пырать пулин те тăван халăхран уйрăлмасть. Ун вырăнне ентешĕсен пурнăçне çăмăллатас, тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулăшас тĕллевпе предприниматель укçи-тенкине те, вăй-халне те шеллемест. Акă, виçĕ çул каяллах вĕсем ял масарĕнче пỹрт хăпартнă. Пĕчĕк пулсан та проект 350 пин тенке кайса ларнă. Çак ыйтăва хăй çине илнĕ хастар халăхран 80 пин тенкĕ пуçтарнă, кирпĕчĕсене туянма май тупнă, ытти вара йăлтах çемье бюджетĕнчен кайнă. Мĕн чухлĕ-ши? Ăна вăл шутламасть те. "Сăваплă ĕç пархатарлă", - терĕ çеç Юрий Николаевич ун пирки ыйтăва пайăрлатсан. Пĕлтĕр вара халăх вăйĕпех тăванăмăрсем канлĕх тупнă территорие тата капăрлатнă, хапхисене улăштарнă. Хальхинче те халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕ. Пĕрисем укçа парса, теприсем ĕçлесе пулăшнă. Çапла килĕшỹ çуралать те.

Вăрман çумĕнче тĕпленнĕ Сител ялĕ пысăк мар. Паян кунта 150 çемьерен ытлашши пурăнакан та çук-тăр. Хупăннă çуртсем те пур. Ялта асфальтпа çыхăннă аслă урамсăр пуçне кĕçĕннисем те, тăкăрлăксем те пур. Темиçе çул каялла кунта пĕчĕк касса атомашинăпа кĕрсе тухасси тăр нуша пулнă. Халĕ ун пек чăрмавсем хыçра темелле. Депутат тăрăшулăхĕпех Шăрчăк кассинче кашни килĕрен виçшер пин тенкĕ пуçтарса çула тикĕсленĕ, Шкул урамне те йĕркене кĕртнĕ тата ытти те. Кăçал вара "халăх тарçи" хăй пуçарăвĕпе тата хастарлăхĕпе майăн 21-мĕшĕнче Сител халăхне пысăк парне кỹчĕ, яла пуçарса яракансене асăнса пырса кĕнĕ çĕрте сумлă лару-тăрура пысăк стела уçрĕç. Кун пек хитре укăлча юпи районта çеç мар, республикăра та сайра-тăр. Çак вырăнта паян çамрăксене Тăван çĕршыва сыхлама кайма пил параççĕ, сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме ăсатаççĕ, хисеплĕ те сумлă хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ тата ытти те. Юрий Николаевич калаçура çак проектăн малаллахи тăсăмĕ пулассине те систерчĕ. Кунтах çывăх вăхăтра хитре те капăр кану паркне те уçасшăн-мĕн. Ялта кивелнĕ культура çуртне çĕнетесси те унăн программинчех. Ĕмĕтпе пурăнакан çын çунатлă, теççĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме Турă ăна вăй-хăват çеç патăр. Халăхпа пурăнакан çыннăн вара хал та, хисеп те ỹсет. Çакă куç умĕнче.

А. ЕГОРОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1