Шăнкăртамсен - пысăк савăнăç

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:40 Просмотров: 76

Хăть хăш ялта та çĕнĕ объект уçăлнăшăн ватти-вĕтти савăнать. Шăнкăртамсен те августăн 9-мĕшĕнче хĕпĕртемелĕх сăлтав пулчĕ. Районти чи пысăк ялта Шупашкар урамĕнче автоçул тата Чкалов урамĕнче ача-пăча лаптăкĕ хута кайрĕ.

Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла: 2290 метр тăршшĕ çула тулли мар яваплă "РЭМИСС" пĕрлешỹ республика программипе килĕшỹллĕн тунă. Ăна сентябрьте уçма планланăччĕ, анчах строительсем ĕçе маларах вĕçленĕ. Ача-пăча лаптăкне "Пуçарулăх бюджечĕ" программăпа усă курса çĕкленĕ. Объект хакĕ-1481,3 пин тенкĕ, унтан 888 пин тенки -республика хыснинчен, Шăнкăртам ял тăрăх администрацийĕн бюджетĕнчен - 299 пин тенкĕ, халăх 342,3 пин тенкĕ пухнă.

Шăнкăртамра пурăнакансен савăнăçне пайлама ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР транспорт тата çул-йĕр министрĕ А. Николаев, "Чăвашупрдор" управленин директорĕн çумĕ С. Миронов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ - ЧР Общество палатин членĕ М. Хайбуллов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов, "РЭМИСС" пĕрлешĕвĕн тĕп инженерĕ В. Козлов, "Современные комплексные решения" пĕрлешĕвĕн производство начальникĕ Д. Романов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, Шăнкăртам ял тăрăх Пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç.

Ача-пăча лаптăкне уçнă çĕрте нумай ачаллă амăшĕ Л. Юнусова сăмах илнĕ май малашне пепкисем хуларинчен нимпе те кая мар площадкăра выляма та, сывлăхĕсене çирĕплетме те пултарнишĕн савăннине пытараймарĕ.

О. Павлова

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1