Ачаллă çемьесене паракан тÿлев пысăкланать

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:47 Просмотров: 41

Ачасемшĕн уйăхсерен 50-150 тенкĕ пособи пани, паллах, никама та тивĕçтерместчĕ. Малашне вара çак тÿлев 10 пин тенке яхăн пулĕ. Республикăра ăна илекенсен шучĕ те икĕ хут ытла ÿсĕ. Ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăмăллă çак хыпартан пуçланă.

Владимир Путин Президент тивĕçлĕсаккунаалăпуснă—ачасемшĕн уйăхсерен паракан тÿлев тĕлĕшпе пысăк улшăнусене вăя кĕртнĕ. Хальччен çав тÿлеве тупăшĕ пурăнма кирлĕ икĕ виçерен пĕчĕкрехçемьесене панă. Малашне вара çак чикĕ пурăнма кирлĕ 1,5 виçетаран чакĕ. Ача 1,5 çул тултариччен укçа панă, халь ача 3 çул тултаричченех пулăшу пулĕ.

Çапла вара хальччен республикăра çак тÿлеве 3,6 пин ытларах ачашăн панă пулсан—малашне, прогноз тăрăх, 7,6-8 пин ача пулăшу илĕ. Асăннă тÿлевсемпе тивĕçтермешкĕн пĕтĕмпе 900 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. «Ку—ачасем алли хывакан инвестици, —тенĕ Михаил Васильевич. —Пĕтĕмпе вара кăçал ачаллă çемьесене пулăшма уйăракан укçа виçи 3,2 миллиард тенкĕпе танлашĕ».

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1