7,5 çухрăм газ пăрăхĕ хурĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:48 Просмотров: 45

Кăçал «Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн 7,5 çухрăм газ пайлакан сеть тăвĕç. Газопровод туни Комсомольскинчи 70 çурта, Йĕпреç районӗнчи Кĕлĕмкассинчи 56 пÿрте, Вăрмар районĕнчи Тупах ялĕнчи 30 çурта, Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк ялĕнчи 21 пÿрте газпа тивĕçтерме пулăшĕ. Паянхи кун тĕлне Йĕпреç, Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсенче строительствăпа монтаж ĕçĕсене вĕçленĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн халăха пахалăхлă таса шывпа тивĕçтерес енĕпе те ĕçлеççĕ – 8,2 çухрăм тăршшĕ шыв пăрăхĕ хута яраççĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Акшик ялĕнче 140 çынна таса шывпа тивĕçтерĕç, Элĕк районĕнчи Юнтапа тата Çĕнкас ялĕсенче – 208 çын таса шывлă пулĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1