Йĕркене пăхăнмасăр чумаран сыхланма пулĕ-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:53 Просмотров: 44

Сахал мар кун пирки сăмах пуçарнă. Сыхланмаллине, хỹтĕленмеллине те пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Ку амакран шар курнă хыççăн "хупă режим" тени те çĕнĕлĕх мар пирĕншĕн. Çапах сыснасен Африка чуми (САЧ) тепĕр хутчен калаçу пуçарма хистет: юнашар регионсенче-Чĕмпĕр тата Чулхула облаçĕсенче -çĕнĕ вучахсем!

Чиртен упранассипе çыхăннă йĕркесене пăхăнман тĕслĕхсем Чăваш Енре паянхи кун та тĕл пулаççĕ. 

Дезбарьертан пуçлар. Шăпах çавăнтан чи малтан иртет автотранспорт. Унăн ураписен ятарлă шĕвекре чỹхенсе тухмалла. Кăçал çулталăк пуçламăшĕнче ирттернĕ тĕрĕслевсем республикăри хăш-пĕр хуçалăхра ăна пăхăнманнине кăтартрĕ. Пуррисен те ветеринари правилисемпе килĕшсе тăмасть.

Пĕчĕкрех предприятисенче ветеринарипе санитари режимне кирлĕ шайра йĕркелеменни, ытти çитменлĕх палăрнă. Калăпăр, Тăвай районĕнче пуснă выльăхăн юлашкийĕсене пухмашкăн ятарлă савăтсем, вĕри тата сивĕ шыв çук. Дезинфекци хатĕрĕсене çăра уççипе питĕрсе илмен. Ку вара "Ветеринари çинчен" саккуна пăсни.

Улатăр районĕнче выльăх пусмалли пунктран какая ветеринари докуменчĕсемсĕрех сутнă. Кун пек тĕслĕх ытти районта та тупса палăртнă.

Сыснана пусиччен ятарласа тĕрĕслемен тĕслĕх Йĕпреç районĕнче пулнă.

Вăрнар районĕнчи обществăра сыснасене илсе килмешкĕн кирлĕ ятарлă карантин вырăнĕ çук.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи хуçалăхра вара сысна какайне ветеринари докуменчĕсемсĕрех йышăннă тата сутнă. Кунта сыснасене ĕçтерекен шыва тĕрĕслеттермен тата ытти те.

Пĕтĕмĕшле илсен çур çул хушшинче Муркаш, Элĕк, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк Тăвай, Çĕрпỹ, Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç районĕсенче тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тĕрĕслевçĕсем пулнă.

Халĕ республикăра сыснасен шучĕ 137,8 пин пуçа (ял хуçалăхĕсенче - 106,6 пин сысна, фермер хуçалăхĕсенче - 1,9 пин, ытти - уйрăм çынсен) çитнĕ. Çак йыша упраса хăварасси пирĕн пĕрлехи тĕллев.

"Хупă режим" тени патне таврăнса САЧ-ран сыхланмалли самантсем пирки тепĕр хут аса илтерни ытлашши пулас çук. Асăннă йĕрке пысăк хуçалăхсене кăна пырса тивмест. Ял çыннисен те сыснисене хупă витерех усрамалла. Унта дезинфекци туса тăни питĕ пĕлтерешлĕ. Сысна апатне виçĕ сехет таранах вĕретме сĕнеççĕ специалистсем. Палламан çынран ветеринари докуменчĕсемсĕр (халĕ вĕсене электронлă майпа хатĕрлеççĕ) çура туянма ан васкăр.

Н. Васильева, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1