Экс-министр ĕçĕнче пăнчă лартнă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:55 Просмотров: 158

Йĕрке хуралçисем Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ пулнă Иван Исаев хутшăннипе саккуна пăсса вăрман каснине çирĕплетсе парайман: преступлени паллисем çуккине тĕпе хурса уголовлă ĕçе чарса лартма йышăннă.

Çапла вара, 2010 çулхи декабрьте пуçланă тĕпчевре пăнчă лартнă – Иван Исаевăн айăпне палăртайман. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕрхи декабрьте РФ Аслă сучĕ экс-министра хÿтĕлекен енĕн кассаци çăхавне шута илсе тивĕçлĕ сĕнÿ панă май  Чăваш Ен Фемиди унчченхи йышăнăвне улăштарнă – Исаев ĕçне Чăваш Республикин Аслă сучĕн Президиумне çĕнĕрен тишкерме панă. Çак хыпарпа эпир вулакансене «Авангард» хаçатăн кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчи  номерĕнче пичетленнĕ «Çĕнĕ йышăну» материалта паллаштарнăччĕ. Кассаци çăхавне тĕпе хурса Шупашкарти Ленин район сучĕ Иван Исаевпа Геннадий Мусабиров (ЧР çут çанталăк министерствин пай начальникĕ пулнă) тĕлĕшпе кăларнă приговора пăрахăçланă.

Халĕ пурне те калаçтаракан пысăк ĕç вĕçленнĕ тесе çирĕплетсех калама пулать. Следовательсем Иван Исаевăн хăйĕн таса ятне тавăрас тĕлĕшпе ирĕк пуррине хирĕçлемеççĕ. Экс-министр унпа усă курасси хальлĕхе паллă мар-ха.

А. Иванов

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3