Янра, хут купăс!

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019 11:58 Просмотров: 46

Тавралăха каç сĕмĕ çапнă ĕнтĕ. Кун çутипе пурнăçламалли ĕçсене вĕçленĕ. Аякран-аякран чуна килентерекен купăс сасси уççăн илтĕнет.

Аслă Арапуç ял вĕçĕнчи пысăк уçланкăра Хураçка Ваççи урипе тăпăртатса купăсĕпекаласа илемлĕ те янăравлă сассипе такмак шăрантарать, пуçтарăннă халăха савăнтарать. Вăйă картине таврари ял халăхĕ те тăрать. Çакăн пек ăста купăсçă пулнă вăл Василий Фролов. Тен, çавăнпах унăн Валерий ывăлĕ ачаллах пĕчĕк купăспа ашшĕпе пĕрле ташă-юрă тĕнчине çул хывнă. Çут тĕнчене вăл çут çанталăк чĕрĕлнĕ, ун илемĕпе кайăк-кĕшĕк киленме васканă вăхăтра килнĕ. Тен, çак пулăм та ăна вăй парса ăста купăсçă пулма май панă. Чун туртăмĕ юрлама, ташлама хистенĕ-тĕр. Ĕмĕчĕ вара ашшĕ пек ăста купăсçă пуласси пулнă.

Первомайскинчи вăтам шкулта та Валери пултарулăхне асăрханă. Вăл вĕренỹре те, юрă-ташăра та, спортра та малтисен йышĕнче пулнă.

Вăтам шкул хыççăн каччă 2 çул Казахстанра çар ретĕнче тăнă. Унтан таврăнсан Канаш хулинче тракторист пулма вĕреннĕ. Алла документ илнĕ хыççăн тăван яла таврăннă. Пĕр вăхăт "Рассвет" колхозра ĕçленĕ. Каярахпа ăна бригадира суйлаççĕ, çак вăхăтрах каччă ялти Валя Лысковăпа пĕр çемье çавăрать. Мăшăрĕ 40 çул ытла медсестра пулса ĕçлет. Вĕсен пĕр хĕр тата мăнук пур.

Çемье ĕçре те пултаруллă та хастар. Валерий Васильевич 30 çул культурăра вăй хурать. Ăста купăсçă авалхи йăла-йĕркене тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшать.

Вăл ертсе пыракан "Шуçăм" ансамбль йĕркеленни те чĕрĕк ĕмĕр. Репертуарĕнче мĕн тĕрлĕ юрă-кĕвĕ çук-ши! "Манăçма пултаракан фольклора чĕртет Валерий Васильевич", - теççĕ ун пирки. Программăра сценкăсем те пур. Тепĕр чухне концерт курма пынă халăх та вĕсемпе пĕрле юрлать, ташлать, савăнать. Çакă мар-и пурнăçăн илемĕ?

Ăçта çеç пулса курман пуль халăх ансамблĕ. Мускав, Воронеж, Оренбург, Чĕмпĕр, Пенза хулисенчи Раççей шайĕнче иртекен фестивальсене хутшăнса çĕнтерỹçĕсем пулса таврăннă. Ертỹçĕ- Митта Ваçлей премийĕн лауреачĕ, "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ". В. Фролов "Янра, хут купăс" конкурссенче темиçе хутчен те "Ăста купăсçă" ята тивĕçнĕ.

Янрать хут купăс. Вăл Пăла юхан шывĕ тăрăх кайса таврана саланать, ĕçчен халăха пурăнма вăй-хал парать, умри утас çулсене анлăлатать, палăртнă тĕллевсен çулне уçать.

Р. Павлова, С. Фролова

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1