Патăрьел райповĕн - çĕнĕ ертỹçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2019 14:02 Просмотров: 24

Августăн 14-мĕшĕнче Патăрьел райповĕн уполномоченнăйĕсен черетсĕр пухăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ В. Павлов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Л. Абрамова тата ыттисем те хутшăннă.

Канашлура пурĕ тăватă ыйту пăхса тухнă. Райпон кăçалхи çур çул кăтартăвĕсемпе райпо Канашĕн членĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш кооператив участокĕн членĕ, экономика пайĕн начальникĕ Л. Хитрова паллаштарнă. Çавăн пекех Турхан кооператив участокĕн уполномоченнăйĕ А. Косойкина тĕп бухгалтер куçман пурлăхсене уйăрасси пирки доклад тунă.

Патăрьел райпо Канашĕн председателĕ А. Иванов сывлăхне пула хăйне ĕçрен хăтарма ыйтнăран çĕннине суйланă. Патăрьел райпо уполномоченнăйĕсем пурте пĕр саслăн пулса райпона ертсе пыма К. Паденева шаннă. Константин Владимирович кунта киличчен Куславккари "Козловский Коопторг" пĕрлешĕве ертсе пынă.

(Хамăр корр.)

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1