Ача амăшĕ-геройĕн 11 ача, 43 мăнук!

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2019 14:06 Просмотров: 22

Çак кунсенче ырă йăла-йĕркене малалла тăсса район администрацийĕн тата Первомайски ял тăрăх администрацийĕн ушкăнĕ _ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Виктор Львов, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Наталия Никитина, Первомайски ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕ Валентина Ильина - Сителти Наталия Петровна Соколова ача амăшĕ-геройне, тыл хастарне, ĕç ветеранне 90 çул тултарнă ятпа саламланă. Хисеплĕ хĕрарăмăн пурнăçĕ çăмăлах иртмен пулин те, паян унăн мухтанмалли, мăнаçланмалли нумай, сăлтавĕ те пысăк. Наталия Петровнăн 11 ача, 43 мăнук! Куç тулли савăнăç чунтанах хавхалантарать паян амăшне.

- Ватă çынсене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, тĕрлĕрен çăмăллăх панăшăн тав тăватăп. Вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшни, ачасене ура çине тăратса тĕрĕс çул çине кăларни харама каймарĕ. Ĕç çынна илем кỹрет çеç мар, пурнăçра тирпейленсе пурăнма та пулăшать. Çавăнпа та пурте хăйсен вырăнĕнче тăрăшса ĕçлемелле,- тет ĕç ветеранĕ кăмăлтан хăйне юбилей ячĕпе саламлама килнисене ырă сунса.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1