Кĕсье телефонĕ енчĕке çỹхетме пулăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2019 14:09 Просмотров: 23

Интернет ĕмĕрĕ çыннăн куçне яриех уçрĕ темелле: ырă шухăшлисенне те, усал тĕллевлисенне те. Çынсем ăслă техника пулăшăвĕпе темĕнле ыйту та татса параççĕ. Хальхи вăхăтра чылайăшне мошенниксем телефон е Интернет çăмăллăхĕпе усă курса çынсен банк счечĕ çинчен укçине касса илнĕ е тата банк карттин хуçин шанăçне кĕрсе ултавлă мелпе счет çинчен кирлĕ суммăна йăкăртнă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулма пуçларĕç. Кăçалхи çур çулта çеç пирĕн районта Интернет-мошенниксемпе çыхăннă - 25, мобильлĕ телефон çăмăллăхĕн мăшкăлĕ пулнă тĕслĕхсен шучĕ 50 процент ỹснĕ. Çакă çынсем ку тĕлĕшпе пурне те ăнланса пĕтерейменнине тепĕр хут кăтартса парать. Çавăнпа та граждансен пухăвĕнче йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен, участокри уполномоченнăйсен ытти ыйтупа пĕрлех кĕсье телефонĕ укçа енчĕкне çỹхетме пултарнине те лайăх ăнлантармалла.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1