Ăнса пулнă тырра пухса кĕртесчĕ вăхăтра

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2019, 10:06 Просмотров: 189

Районта вырма ĕçĕсем куллен вăй илсе пыраççĕ. Çанталăк 1978 çултипе - вăл çул акнă-лартнă культурăсене çумăр çунипе йăлтах пухса кĕртейменнине аслă çултисем ас тăваççех ĕнтĕ - пĕр килме пултарать тенине шута илсе ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче хĕвеллĕ çанталăкăн кашни кунĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Хире комбайнсем сывлăм типсенех тухаççĕ те каçченех, тыр-пула нỹр çапичченех, ĕçлеççĕ.

"Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕн районта 710 гектар çĕр, унтан кĕрхи культурăсем - 140, çурхи тулă 570 гектар йышăнаççĕ. Тăпра пулăхлăхне ỹстерессишĕн, пысăк тухăç илессишĕн кунта нумай тăрăшаççĕ. Ĕçленине кура уйĕсем таса, тырă пучахĕсем тулли. Пĕлтĕр пĕр гектартан вăтамран 36 центнер пуçтарса илнĕччĕ, кăçал та пĕчĕк пулмасси куç умĕнче. Хальхи вăхăта 40 центнера яхăн тухса пырать. Ăнса пулнă тыр-пула пухса кĕртессишĕн арендăна илнĕ Çĕньял уйĕнче харăсах 8 комбайн ĕçлет. Кашнийĕ талăкра 35 гектартан кая мар вырать. Бункера тулнă тырра турттарса кайма КамАЗсем черет тăраççĕ.

Ĕçе хăвăртрах вĕçлес тесе комбайнерсене вырăна пырса апат çитереççĕ, çавăн пекех çунтармалли-сĕрмелли материал илсе килнĕ автомашина та уйрах ларать. Эпир пынă чухне шăпах кăнтăрлаччĕ. Хир "карапĕсен" штурвалне тытакансем вăшăл-вашăл вĕри шỹрпе çирĕç те татах малалла ĕçлеме пуçларĕç.

"Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкĕ пĕчĕк мар: 900 гектар ытларах. Çурри ытла пухса кĕртнĕ. Нăрваш Шăхальсене уйрăмах сĕлĕ тухăçĕ савăнтарать: пĕр гектартан 38 центнер тухнă. Ыттисен те пĕчĕк мар.

Комбайнсенчен инçех мар тракторсем кĕрхи культурăсене акма тухнă. Вăл планпа килĕшỹллĕн 160 гектар йышăнмалла. Тăпрана пахалăхлă вăрлăх çеç никĕсе хываççĕ. Ĕнерхи куна 80 гектар ытларахра ĕçе вĕçленĕ. Сеялкăна хуçалăхра 30 çул ĕçлекен О. Шлаев трактористăн "хурçă учĕнчен" кăкарнă.

О. Павлова

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика