Марафона пĕтĕмлетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2019 10:18 Просмотров: 90

Çак кунсенче Шупашкарти "Малютка" ача çуртĕнче "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафона пĕтĕмлетнĕ: пурĕ 6 миллион ытла тенкĕ укçа пухăннă. Ыр кăмăллăх мероприятине Юхмапа Пăла тăрăхĕ те çулсеренех хутшăнать. Сăваплă та пархатарлă ĕçре кăçал та коллективсем, уйрăм çынсем пысăк хастарлăх кăтартнă.

Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки хаçат редакцине районти социаллă хỹтлĕх центрĕн начальникĕ Анисия Воробьева:

- Кăçал марафон пухмачне Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен 318 пин тенкĕ укçа-тенкĕ кĕнĕ. Ытларах ыр кăмăллăхра вĕрентỹ тата сывлăх учрежденийĕсенче тăрăшакансем, район администрацийĕн, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр ĕçченĕсем, "Булат" тулли мар яваплă общество, "Исток" çĕр ĕç фирми, районти ветеринари станцийĕ, районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи энергосбыт компанийĕ тата ыттисем те пысăк тỹпе хыврĕç.

А. Николаева

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3