Пурлăхпа тирпее упрасси - пĕрлехи ĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 23.08.2019, 10:40 Просмотров: 208

Паян яла хула евĕр хăтлă та капăр тумалли патшалăх программисем сахал мар. Вĕсене ытларахăшне граждансен шухăш-кăмăлне шута илсе е пая кĕртсе (пуçару бюджечĕ теççĕ) пурнăçлаççĕ. Çакна ырламалла çеç. Ку тĕлĕшпе пирĕн район центрĕ те çулсеренех капăрланса пыни савăнтарать.

Патăрьел кăнтăрла та, каçхи çутăра та хитре. Аслисем валли киленсе утса çỹремелли, шăпăрлансене выляса кăмăла уçмалли, сывлăха тĕреклетмелли вырăнсем çителĕклех. Пирĕн район центрĕ пĕчĕк мар. Апла пулин те кунта çулсеренех патшалăх çурчĕсен таврашĕнче ача-пăча лапамĕсене хута яни уйрăмах ашшĕ-амăшĕшĕн питĕ лайăх. Ачасем ятарлă лаптăксенче тĕрлĕ хускану тăваççĕ, выляççĕ, çав вăхăтрах унталла-кунталла кайса та çухалмаççĕ. Пурте куç умĕнче темелле.

Эпĕ Патăрьелĕнчи "Арбат" таврашĕнчен час-часах иртсе çỹретĕп. Кунта тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра пулнисем ветеран-салтаксене чыс туса палăксем вырнаçтарнă. Халĕ тата ШĔМĕн шалти çар службинче пулнисем çак территорирех палăк хăпартма никĕс янă. Ветерансем пĕлтерĕшлĕ вырăнсене чыслă та сумлă тытса тăраççĕ, çу каçа çеçкесем çитĕнтереççĕ, йывăçсем те лартаççĕ, пăхса тăраççĕ. Тĕрĕсех, пурлăхпа тирпее упрасси, çамрăк ăрушăн витĕмлĕ ĕç тăвасси пирĕн, аслисен, тивĕçĕ пулмалла.

Çак районтах, Комаров урамĕнчи 15, 17-мĕш çуртсен картишĕнче те çу каçипе строительсем питĕ тăрăшса ĕçлерĕç. Кунта вара ача-пăча валли çеç мар, аслисем валли те ятарлă площадка хута каймалла. Каллех тепĕр капăр та хăтлă вырăн. Юлашки çулсенче строительсем кун пек участока Гагарин, Карл Маркс урамĕсенче пурăнакансене те парнелерĕç. Çавăнпа та паян хута каякан çулсемпе çуртсене, ача-пăча участокĕсене, палăксене тата ытти культура объекчĕсене чыслăн та хисеплĕн упрамалла. Халăх валли тунă çĕнĕлĕхсен ĕмĕрĕ вăрăм пултăр.

Н. Николаев, ĕç ветеранĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика