"Авангард" хаçат парнисемшĕн - эстафета

Категория: Публикации Опубликовано: 30.08.2019, 11:54 Просмотров: 163

2019 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче, юнкун, районта Сывлăх кунĕ иртнĕ май, Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта "Авангард" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çуран чупассипе ăмăрту пулать.

Сумлă мероприяти 12 сехет те 30 минутра пуçланать. Эстафета 12 ушкăнпа иртет.

Пĕрремĕш ушкăн - ветерансен чупăвĕ (60 çултан иртнисем, 400 метр).

Иккĕмĕш ушкăн - ача садне çỹрекенсен командисем (2 арçын ачапа 2 хĕрача, 100-шер метр).

Виççĕмĕш ушкăн - пуçламăш классенче вĕренекенсен командисем (2 арçын ачапа 2 хĕрача, 200-шер метр).

Тăваттăмĕш ушкăн - хĕрарăмсен командисем (3 хĕрарăм, 400 метр).

Пиллĕкмĕш ушкăн - арçынсен командисем (3 арçын, 400 метр).

Улттăмĕш ушкăн - тĕп шкулсенче вĕренекенсен командисем (2 арçын ачапа 2 хĕрача, 400 метр).

Çиччĕмĕш ушкăн - пуçламăш тата тĕп шкулсенче ĕçлекенсен командисем (2 хĕрарăмпа 1 арçын, 400 метр).

Саккăрмĕш ушкăн - ял тăрăх администрацийĕсен ĕçченĕсен командисем (ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ тата 2 хĕрарăм).

Тăххăрмĕш ушкăн - вăтам шкулсенче, агротехникумра, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче, ачасен искусство шкулĕнче ĕçлекенсен командисем (3 арçынпа 2 хĕрарăм, 400 метр).

Вуннăмĕш ушкăн - предприяти-учрежденинче, тĕрлĕ организацире ĕçлекенсен командисем (3 арçынпа 2 хĕрарăм, 400 метр).

Вун пĕрмĕш ушкăн - вăтам шкулсемпе агротехникумра вĕренекенсен командисем (4 арçын ачапа 4 хĕрача, пĕрремĕш этап 800 метр, ыттисем 400 метр).

Вун иккĕмĕш ушкăн - район администрацийĕн пайĕсен командисем (2 арçынпа 2 хĕрарăм, 400 метр).

Мала тухнă командăсене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чыслаççĕ.

Йĕркелỹ комитечĕ

О. Павлова

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика