Ăмăртуран - çитĕнỹпе

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2019 10:25 Просмотров: 215

"Росинка" физкультурăпа сывлăх центрĕнче СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне Ардалион Игнатьева асăнса çырма-çатраллă вырăнта çуран чупассипе (кросс) Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртнĕ.

Старта Пушкăрт, Тутар, Мордови Республикисенчи, Пермь тăрăхĕнчи, Чăваш Енри тата ытти регионти чи вăйлă кроссменсем тăнă. Чăваш Республикин хутăш команди йышĕнче пирĕн районти спортсменсем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартнă. Каччăсенчен пьедесталăн иккĕмĕш картлаçĕ çине Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкулти Алексей Котлов, хĕрсенчен Раиса Чернова тăма тивĕçнĕ. Юниорсенчен Первомайскинчи спорт мастерĕн кандидачĕ Михаил Киргизов çĕнтернĕ. Вĕсем пурте Лев Никитин тренер-преподаватель патне çỹреççĕ. Çавăн пекех Юрий Никитин (арçынсем хушшинче), Наталья Шайманова (юниоркăсем хушшинче), Терентий Давыдовпа Галина Ефремова (ветерансем хушшинче) лайăх результатсем кăтартнă.

Ăмăрту вĕçленсен çĕнтерỹçĕсемпе призерсене "Урожай" физкультурăпа спорт обществи çирĕплетнĕ кубоксемпе дипломсем тата медальсем парса чысланă.

О. Бельдекова

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1